Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ВТБ 24 Сервис центрĕнче пулнă, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă

 


Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ВТБ 24 Сервис центрĕнче пулнă, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă.  Палăртса хăваратпăр, палăртнă сервиса 2015-мĕш çулта çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче хута янă пулнă,  ун чухне паллă объекта уçнă çĕре ВТБ 24 правленийĕн президент-председателĕ Михаил Задорнов хутшăннă пулнă. Калас пулсан, паянхи кун çак учрежденире Чăваш Республикинче пурăнакан 1040 çын ĕçлет. Пуласлăхра 2016-2017-мĕш çулсем валли предприятире тăрăшакансен шутне 1572 çынна ӳстерме тĕллев лартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Енри ВТБ 24 управляющийĕ Владимир Царев организацине пăхса çаврăннă, учрежденире ĕçлекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ.  Çамрăксем хăйсен ĕçĕсемпе кăмăллă е кăмăллă марри пирки ыйтса пĕлнĕ республика Ертӳçи.     Артур Бикчантаев Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн,  Мускавра ĕçленине пĕлтернĕ сумлă хăнасене.  Унта вăл ВТБ 24 тĕп корпусĕнче ĕçленĕ пулнă. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать. Тăван кĕтесре пурăнма меллĕ пулнине, условисем те çителĕклине çирĕплетсех каланă.  Çак предприятире ĕçлекен тепĕр ертӳçĕ Наталья Краснова малтан вĕсем Мускавра пурăннă пулнă, халĕ çемьипе Шупашкарта пурăнать.   «Шупашкарта сывлăш таса, медицина пулăшăвĕсене те илме меллĕ. Çемьере пĕчĕк пепке çуралсан, уйрăмах питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ асаннепе асаттесем юнашар пулни», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне вăл. Ольга Райская Санкт- Петербургра çуралса ӳснĕ.  Барнаул хулинче ВТБ 24 банкра вăй хунă. «Чăваш Республикинче пысăк сервис уçăлать текен хыпара илтсен, туххăмрах вĕçтерсе çитрĕмĕр. Республика питĕ кăмăла кайрĕ. Нумаях пулмасть, хваттер илме те май килчĕ, халĕ ĕнтĕ çемьеллĕ те», - тенĕ вăл. Организацире ĕçлесе илнĕ шалу укçи кредитсене саплаштарма та ирĕк панине асăннă кунта ĕçлекенсем. Бак тытăмĕнче ĕçлени сире малашлăхра пысăк çул-йĕр уçасси те паллă тенĕ республика Ертӳçи. Малашне тата та тухăçлăрах ĕçлеме каланă. «Хамăр патра юçлекенсем валли тăтăшах тĕрлĕ вĕренӳ пайĕсене йĕркелетпĕр. Чи ăста специалистсем хăйсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыни те куçкĕретех», - тенĕ Владимир Царев. Аса илтеретпĕр, асăннă. Сервис центрне хута яма 4,7 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă.  Чăваш Республикин налук пайĕнче те вĕсен тӳпи питĕ пысăк.  «Пирĕн региона инвестици хывакансемшĕн яланах çул уçă. Çĕнĕ технологипе ĕçлеме кăмăл тăвакансене хапăл тусах йышăнатпăр. Халăх валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.



30 июня 2016
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter