2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ Координаци канашĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă

 


Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ Координаци канашĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ачасен прависене хӳтĕлессипе Чăваш Республикинче тĕллевлĕн ĕçлесе пынине палăртнă регион Ертӳçи. Раççей Федерацийĕн Правительстви лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пынă.  «Юлашки пилĕк çулта ача сачĕсен 45 çуртне тирпейлесе хута янă. Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ.   Регионта виçĕ çула çитнĕ ачасем  пурте тенĕ пекех ача садне çӳрени куçкĕретех. Уйрăм муниципалитетсенче икĕ çултанах ачасем садике çӳреççĕ, кăтарту 60 процента çитнĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре культура, спорт объекчĕсем те тăтăшах хута каяççĕ. Шкул программи вăй илме тытăничченех, Чăваш Енре 8 çĕнĕ шкул хута кайнă. «2025-мĕш çул тĕлне тата та 32 шкул çĕклесе лартма тĕллев лартнă. Хăшĕ-пĕрисенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме палăртса хунă. Республикăра кун йышши объектсене 66 шута илнĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Палăртма кăмăллă, 2016-мĕш çулта Каçал ен районĕнче çĕнĕ шкул кĕçех хута кайĕ.  Шупашкарта Кадетсен шкулне хăпартма палăртнă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче çĕнĕ шкулăн строительство ĕçне тытăннă. «Ачасен сывлăхне упрасси çине те тимлĕх уйăрни паллă. Пĕчĕк пепкесем пурнăçран уйрăлса кайнисем пачах та çук тесен те йăнăш мар. Кăтартăва Раççей шайĕнче пысăка хурса хакланă. Паллах, çитĕнӳсемпе лăпланса ларма юрамасть, малашне те тухăçлă ĕçлессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Нумай ачаллă çемьесен йышĕ ӳссех пырать республикăра.  Тăлăха ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнисем те сахал.  «Çак ӳсĕм пĕтĕмпех эпир пĕрле тухăçлă ĕçленинчен пулса пырать. Çакă пирĕн пурсăмăрăн та çитĕнӳ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Ашшĕ-амăшĕсене тăлăха юлнă ачасене усрава илнĕшĕн тав тунă. «Пирĕн пуласлăх пирĕн пысăк тавракурăмлă ачасем аллинче пулнине эпир пурте лайăх ăнланатпăр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ ĕçсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Елена Сапаркина, культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан   Татьяна Казакова, спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствинче пай пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшакан  Валерий Жуковец   тĕплĕн чарăнса тăнă.  Светлана Петрова хăйĕн сăмахĕнче пĕр çултан пуçласа 6 çула çитнĕ ачасене шкул çулне çитмен вĕрентӳ учрежденине çӳретнин кăтартăвĕ Раççей шайĕнче пысăк пулнине каланă.   Кăçал Улатăрта ачасен пултарулăхĕн центрĕ пăрахăçланнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва тепĕр хут пăхса тухма, тишкерме сĕннĕ.  Шкулсенче вĕренекенсене апат çитересси те кирлĕ пек шайра пулса  пынине каланă  Светлана Петрова. Республика Ертӳçи шкулсенче ачасен сывлăхĕшĕн паха мар таварсем сутăннине аса илнĕ. Кун пек тĕслĕхсем пачах та пулма юраманнине асăрхаттарнă.

 Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова регионта ачасем сывă пулнин кăтартăвĕ пысăк тесе хакланă.  2013-мĕш çулхисемпе танлаштарсан самай лайăх. Сусăр ачасене пысăк тимлĕх уйăраççĕ регионта. Вăтамран вĕсене патшалăх уйăхсерен 11445,7 тенкĕ парса пулăшать.  Кăтарту 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 10,3 процент чухлĕ пысăк. Михаил Игнатьев ачасен вулавĕ пирки сăмах пуçарнă.  Вулавăшсенче ача-пăча кĕнекисем çителĕклĕ пулмаллине каланă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăйĕн сăмахĕнче ачасен спорчĕ пирки ытларах чарăнса тăнă. Шкул программипе килĕшӳллĕн эрнере физкультура урокне виçĕ сехет кĕртсе панине каланă.  Михаил Игнатьев çак ĕçсене ячĕшĕн çеç пурнăçлама юраманнине çирĕп асăрхаттарнă. Тата тепĕр пысăк çитĕнӳ пирки те чарăнса тăмалла, юлашки çулсенче çула çитмен ачасем преступлени тунă тĕслĕх сахаллансах пырать. Пĕлтĕр кăтарту 2,5 процента çити чакнă. çӳлерех асăннă ыйтупа муниципалитетсенче еплерех ĕçлесе пыни пирки Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валентина Алантьева, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тĕплĕн каласа кăтартнă.



30 июня 2016
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter