Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе чун-чӗререн са­ламлатӑп!

Раҫҫей ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем ҫӗршыв тулашӗнче те мухтава ти­вӗҫ­нӗ. Пи­рӗнтен кашнин тӗллевӗ – вӗсене килес не­сӗл­сем валли сыхласа хӑ­ва­расси, ҫамрӑк ӑрӑва ҫут ҫанталӑка упрама, ха­мӑрӑн пла­нетӑшӑн тӑ­рӑшма вӗ­рентесси.

Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ экологи хӑруш­сӑрлӑхне тивӗҫтересси тата ҫут ҫа­н­та­лӑка сыхласси шутланать. Чӑваш Ен эко­логи лару-тӑ­рӑвӗ тӗлӗшӗнчен Раҫҫейри ла­йӑх регионсен шутне кӗрет. «Раҫ­ҫей Фе­дерацийӗн субъек­­чӗ­сен экологи рейтин­гӗнче» Чӑваш Ен Раҫҫей Феде­ра­цийӗнчи 85 субъект хушшинче 7-мӗш вы­рӑнта тӑрать.

Ҫут ҫанталӑкпа пӗлсе тата вы­рӑнлӑ усӑ курасси ҫине тимлӗн пӑхатпӑр, вӑр­мансенче пушар хӑруш­сӑрлӑхне тивӗҫ­теретпӗр, вӑрмансем лартса ӳс­те­рес тата вӗ­сене ҫӗнетес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫ­летпӗр, кӳлӗсемпе пӗвесен тата сыв­лӑш тӑрӑмне тӗ­рӗслесе тӑ­­рат­пӑр, тер­риторисене тӗрлӗ ҫӳп-ҫап­ран та­сатас тӗ­лӗш­пе массӑллӑ акцисем йӗрке­лесе иртте­ретпӗр.

Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлемелли тытӑм хӑйӗн ӗҫне тӑтӑшах ла­йӑх­­латса пырать. Паян вӑл хальхи вӑхӑтри чи ҫӗнӗ стандартсене тивӗҫ­те­рет. Пӗлтӗр ҫӳп-ҫапа сортламалли комплекспа тивӗҫтернӗ йӑ­лари хы­тӑ каяшсен по­лигонӗ хута кайрӗ, вӑл регионта пухӑ­накан комму­наллӑ каяшсене ҫӗр процент чухлех тир­пейлеме пултарать. Каяшсене тыткаламалли тытӑма ҫӗне­тес ӗҫӗн малал­лахи тап­хӑ­рӗ ҫӳп-ҫапа пушатса тиекен станцисем тӑвасси пулӗ. Ҫакӑ проекта пур­нӑҫланӑран пулакан экологи эффектне вӑй­латать.

Ҫак уяв кунӗнче хӑйӗн пурнӑҫне тавралӑха сыхлас ӗҫпе ҫыхӑн­тар­нӑ ҫы­н­­сене, ҫавӑн пекех пирӗн планета пуласлӑхӗпе кӑсӑкланакан, тӑ­ван ҫӗр ыр­лӑхӗшӗн тӑрӑ­шакан общество организа­цийӗ­сен представите­лӗсемпе ах­аль граждансене пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Пуҫаруллӑ пулнӑшӑн, Чӑваш Ен ыр­­лӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗршӗн тай­ма пуҫ.

Сывлӑх, телей, мӗнпур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     М. Игнатьев



04 июня 2016
07:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter