Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă.   Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусене  - «РЖД» АУО умĕнчи регионсен парăмĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ регионсене хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлама чĕнсе каланă.   2015-мĕш çулта Раççей федерацийĕн субъекчĕсенчен бюджетран субсиди мелĕпе пурĕ 9,6 млрд. тенĕ куçарнине асăннă. Палăртнă тăрăх, кăтарту виçи 12 млрд. тенкĕ пулмалла пулнине каланă Раççей транспорт Министрĕ Максим Соколов. 2016-мĕш çулта регионсен бюджечĕсенче каллех 9,8 млрд. тенкĕ çеç пăхса хăварнă, анчах та вĕсен пĕтĕмпе пĕрле 12,7 млрд тенкĕ пурĕ пăхса хăвармалла пулнă. Парăм укçи 3 млрд. çитни сисĕнет.   Ку ыйтупа Чăваш Республики пирки калас пулсан, парăм пачах та çук. Ку чи пахи. «Содружество» АУО умĕнче регионăн 2015-мĕш çулшăн нимĕнле парăм та пухăнман. 2016-мĕш çул валли республика хыснинче 67,9 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, çак виçе  çителĕклĕ пулнине палăртнă Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи. Ĕç хучĕсемпе килĕшӳллĕн, укçана вăхăтра организацине куçарассине палăртса хăварнă ертӳçĕсем.



06 июня 2016
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter