Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство объекчĕсенче пулнă, вĕсен ĕçĕпе паллашнă

 


Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство объекчĕсенче пулнă, вĕсен ĕçĕпе паллашнă.  Çул çӳревре республика Ертӳçипе пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. «СУОР» ТМЯО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев  Фучик урамĕнчи  тата Г.Айхи проспектĕнчи çул-йĕр строительстви пирки каласа кăтартнă.   Вăл пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен организацийĕ строительство ĕçне 2015-мĕш çулта авăн уйăхĕнче тытăннă. Планпа килĕшӳллĕн организацийĕн объекта 2016-мĕш çулта раштав уйăхĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтермелле.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи куна илес пулсан, сахал мар ĕç пурнăçланине курса ĕненнĕ, ĕçĕн технологийĕ те пысăк пулнине асăннă. «Микрорайонсем хута ярас пулсан, чи малтан унти çул-йĕр, инфратытăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çынăн организмĕ пекех хулана та пĕр тан лайăх çирĕплетсе пымалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Объектăн ĕçне пурнăçлама пурĕ 350 млн. палăртнă.  Владимир Ермолаев çул-йĕр строительствин ĕçĕсем графикпа палăртса хунинчен чылай маларах пурнăçланса пынине пĕлтернĕ.   Чи пахи вара, строительсем çула планран маларах та хута ярассишĕн тăрăшни.

 Çак кун Михаил Игнатьев Садовый микрорайонти ача сачĕн строительство ĕçĕпе те кăсăкланнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе ĕçленĕшĕн Михаил Игнатьев Владимир Ермолаева тав тунă. Организаци укçа-енчен хăй тăкакланнине асăннă. Эпир яланах организацисемпе предприятисене хăйсен тупăшĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем: шкул, ача сачĕсем çĕклесе лартма сĕнетпĕр, анчах та вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем çеç пирĕн сĕнĕве шута илеççĕ. Кăтарту та çук мар, каярах, пурпĕрех çак объектсене муниципалитетсен шучĕпе тӳлесе илме ирĕк пур. «Енчен те пĕчĕк районсенче ĕçсене комплекслă йĕркелесен, инфратытăма аталантарсан, граждансене те пурăнма меллĕ пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Ертӳçĕсем Мускав кĕперĕн шăпипе те кăсăкланнă. «Пелискер» ТМЯО тĕп инженерĕн çумĕ Николай Сукманов объект ĕçĕпе паллаштарнă. Строительсем пурте тенĕ пекех Чăваш Енре пурăнакансем пулнине каланă.  Ĕç графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине асăннă. Мускав кĕперне реконструкцилеме  1 млрд 570 млн. тенкĕ хывнине, çак пулăшăва Чăваш Енре Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине  халалласа уйăрнине каланă Михаил Игнатьев. «Эпир, чăннипех те хамăрăн хулана юрататпăр.  Çулсерен хулан сăн-сăпатне улăштарма миллиардшар тенкĕ пăхса хăваратпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Çула май, Хĕрлĕ площадьре  «Зеленстрой» АО ĕçченĕсем, чечексем лартнине пăхса киленнĕ хăнасем. Предприятийĕн ертӳçи Олег Скворцов хăйĕн сăмахĕнче чечексенчен 80 процентне  предприяти хăех лартса çитĕнтернине каланă. Пурĕ хулара 1,1 млн. яхăн чечек лартса хăварнине пĕлтернĕ.   Пирĕнтен кашнин хулан илемлĕхĕ пирки шутламалла, май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшмалла. Çакă пурин те таса тивĕçĕ пулнине асăннă Михаил Игнатьев.  Çак кун Залив хĕрринче вырнаçнă суту-илӳ павильонĕсене çитсе килнĕ. Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем пуррипе çуккипе кăсăкланнă. Кунта та ыйту вырăнтан хусканманни курăнать, суту-илӳ объекчĕсенче Чăваш Енри предприятисен таварĕсем пулманни пурне те пăшăрхантарнă.  Аса илтеретпĕр, Михаил Игнатьев асăннă ыйтупа çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче тĕрĕслев ирттернĕ пулнă. «Эпир хамăр çĕршыва юратни çинчен сахал мар калатпăр, анчах та чăвашсен таварĕсем пулмани вара пурне те шухăша ярать. Ку темăна пĕр хуччен çеç мар хускатнă, анчах кăлăхах», - тенĕ вăл. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче ĕçлĕ канашлура та Шупашкар хула ертӳлĕхне Леонид Черкесова тата Алексей Ладыкова асăрхаттарнă пулнă. Ун хыççăн хула, экономика министерствин ертӳлĕхĕ те кирлĕ пек мерăсем йышăнни çинчен пĕлтернĕ, çапах та ĕç вырăнтан хусканманни куçкĕретех. Çитес вăхăтра  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвне мĕнле пурнăçлани çинчен тепĕр хут ыйтăва хускатма чĕнсе каланă.  Тĕплĕнрех

 

 



08 июня 2016
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter