Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ "Шупашкарта транспорт тата ял хуçалăх машинисене туса кăларакан инжиниринг центрĕ" йĕркелесе аталантармалли Стратеги программи çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине пĕлтернĕ

 Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев аслă пĕлӳ паракан организацисен никĕсĕ çинче инжиниринг центрĕсем йĕркелесе аталантарас енĕпе пилот проектсене патшалăх енчен пулăшмалли Раççейри конкурса пĕтĕмлетнине пĕлтернĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине каланă. Палăртмалла конкурс ĕçне Раççей Вĕренӳ министерствипе Промышленноç тата суту-илӳ министерстви хатĕрленĕ.  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри проект ыттисемпе танлаштарсан, чи лайăх пулнине каланă. Экспертсем пысăк хак панине, вĕсен сассине пуринчен те ытларах пухса илнине пĕлтернĕ. Пурĕ конкурс ĕçне 69 проект тăратнă пулнă, вĕсенчен 11-шĕ çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Пирĕн регионти проект — "Шупашкарта транспорт тата ял хуçалăх машинисене туса кăларакан инжиниринг центрĕ" йĕркелесе аталантармалли Стратеги программи. Çак проекта пурнăçа кĕртме университета 2 çул хушшинче 100 млн тенкĕ уйăрса парĕç. «Çак çитĕнӳ пирĕн регионшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ  ректор Андрей Александров, республика ертӳлĕхне, влаç органĕсенче тăрăшакансене пурне те тав тунă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аслă шкулта тăрăшакансене ырланă, малашне те тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.

 



08 июня 2016
12:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter