Ялта сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене тивĕçтермелли мĕнпур социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене пĕтĕмпех упраса хăварнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Чăваш Енри ялсенче медицинăра тăрăшакансене пулăшу кӳрессипе йышăннă пур мерăна та сыхласа хăварнине палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. Ялта ĕçлекен врачсене, енчен те вĕсем çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма ипотека кредичĕсене илнĕ пулсан, каялла тавăрса памалли парăма 4 процента çити саплаштарма субсиди пама йышăннă. Кун пирки шăпах та паян, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев Указа алă пусса çирĕплетнĕ. 2011-мĕш çултан пуçласа  пулăшусемпе пĕтĕмпе 3146 çамрăк çемьесемпе специалистсем тивĕçнĕ.   Пурĕ 2011-2015-мĕш çулсенче республика хыснинчен 314,8 млн. тенкĕлĕх тăкакланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи куна та республикăри ялсенче врачсем сахал пулни ыйту кун йĕркинчех тесе асăннă. «Земский доктор» текен программа, паллах витĕм кӳни куçкĕретех, анчах та ку та çителĕксĕр  тенĕ Михаил Игнатьев. Пурĕ программа хута кайнăранпа 278 специалиста яла ĕçлеме явăçтарнă.   «Врачсене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерессине хамăр ирĕкпе йышăнтăмăр. Апла пулсан, малашне ялсенче пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси кирлĕ пек шайра пулса пырассине иккĕленместпĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  



08 июня 2016
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter