Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 38-мĕш сессине хутшăннă

 Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 38-мĕш сессине хутшăннă. Депутатсем пĕтĕмпе кун йĕркине кĕртнĕ 19 ыйтăва пăхса тухнă. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту – пĕлтĕрхи çулăн Чăваш Республикин республика бюджетне епле пурнăçланин ĕç кăтартăвĕ.   Кунсăр пуçне депутатсем çитес суйлавпа çыхăннă ыйтусене, предпринимательлĕхе аталантарасси, ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене ĕçлеттересси, туризма аталантарассине сӳтсе явнă.  Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов  çĕнĕ институтăн ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. 2015-мĕш çулта республикăра ачасен прависене хӳтĕлессипе çыхăннă уйрăм самантсем пирки каласа кăтартнă.   Пухура Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕн Наталья Тимофеевăн отчетне итленĕ. Вăл ытларах Чăваш Енри патшалăх пурлăхне приватизацилессипе, 2016-2017-мĕш çулсем валли йышăннă планăн тĕп çул-йĕрĕсем пирки каласа кăтартнă. Раççей Федерацийĕн саккунсем хатĕрлес ĕçне витĕм кӳнĕшĕн  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Дмитрий Евсеева Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн Сергей Нарышкинăн Тав çырăвне парса чысланă. Çакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Николай Николаева, Сергей Михеева Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Хисеп грамотисене панă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов республикăн Патшалăх Канашĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, ытларах вĕсем социаллă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрнă, çемьепе çыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчех пулнине каланă. «Республикăра пурнăçлакан пур ĕç те халăх ырлăхĕшĕн, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Граждансене инвестици хывасси тĕп тĕллев», - тенĕ Юрий Попов. Ку хутĕнче депутатсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Дмитрий Евсеева кăларасси пирки ыйтса çырнă çырупа килĕшнĕ. Малашне вăл Шупашкар хулин депутачĕсен йышĕнче пулĕ. Сăмаха май, Дмитрий Евсеев, республика ертӳлĕхне, пухăннисене пурне пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр республика бюджечĕ 37 млрд 122,2 млн. тенкĕпе танлашнине, 2014-мĕш çулпа танлаштарсан 239,7 млн. пысăкрах пулнине палăртнă.  «2015-мĕш çулта кризиса хирĕç кĕрешсе сахал мар ĕç пурнăçланă, тĕрлĕ майсем тупнă, пур ыйтăва та туллин тивĕçтернĕ», - тенĕ Светлана Енилина, тăкаксен пайĕ 100 процентпа танлашнине пĕлтернĕ. Уйрăмшарăн калас пулсан, вĕрентӳ пайне 28,1%, социаллă политикăна – 20,5%, сывлăх сыхлавне -17,2 процент укçа-тенкĕ уйăрнă. Республикăн патшалăх парăмĕсем те сахал, кăтартăва Атăлçи федерацийĕн округĕнчи регионсемпе танлаштарсан, малта пыракан виçĕ субъект шутĕнче тăрать Чăваш Ен. Тĕнчере экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та, пирĕн республикăн промышленноç производствин калăпăшĕ 2016 çулта тăватă уйăх хушшинче 114 процента танлашнине каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионти граждансен мĕнпур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене пĕтĕмпех туллин тивĕçтернине те уйрăммăн палăртнă. Кăçалхи çул республикăна тата та 15 млрд. тенкĕллĕх инвестици явăçтарма палăртса хунă, вĕсенчен чи пысăк пайне Канаш хулине аталанма куçарассине каланă. Сăмаха май, паянхи куна илес пулсан, пирĕн республикăра пурăнакан 346 пин çын патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе усă курать. Бюджет тытăмĕнче тăрăшакан 120 пин çын вăхăтра ĕç укçине илсе пырать.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



08 июня 2016
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter