Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Игорь Калиниченкопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн тин çеç суйласа лартнă пуçлăхĕпе Игорь Калиниченкопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ  хулан Уставĕпе килĕшӳллĕн ирттернĕ конкурс ĕçне çав тери уçăмлă пулнине асăннă. Конкурс членĕсем, халăх депутачĕсем пĕр саслă пулса Игорь Калинеченкона суйласа лартнине палăртнă. «Шанăçа тӳрре кăлармалла, тухăçлă ĕçлемелле, тивĕçлĕ кăтартусемпе палăрмалла», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. Çĕнĕ ертӳçĕне хулара пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вăй-хал суннă, халăхпа тăтăшах тĕл пулмаллине, вĕсене хумхантаракан ыйтусене вăхăтра татса памаллине каланă. «Çакăн пек ĕçлесе пырсан тин, йăнăшсем тăвассинчен хăтăлма пулать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи.  Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко актуаллă ыйтусене татса парассипе яваплăха туйса ĕçлеме шантарнă.  «Хăй вăхăтĕнче «Новэк» пăтăрмахĕсене чарса лартма май килчĕ, анчах та паянхи кун тата ытти ыйтусем ЖКХ пайĕнче юлнă-ха. Энергетика тытăмĕнче тăрăшакансемпе те калаçу пулнă, ятарлă майсем те тупнă», - тесе пĕлтернĕ çĕнĕ ертӳçĕ, хула администрацийĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртессине уйрăммăн палăртса хăварнă. Калаçу вăхăтĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене, муниципалитета аталантарассипе çыхăннă самантсем пирки те сӳтсе явнă. Юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкар хулине сахал мар пулăшу уйăрнă, çулсем сарнă, инфратытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Малашне те ĕçе çирĕп йĕркелесе пымаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. «Питĕ нумай ĕç пурнăçланă, анчах та çитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех 



08 июня 2016
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter