Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани

Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн са­ламлатӑп!

Чӑваш Республикинче ҫак уява пурнӑҫра хӑйсемшӗн пархатарлӑ ти­вӗҫе – пу­лӑшу кӗтекенсене чун ӑшшине парнелессине – суйласа илнӗ 6 пине яхӑн ӗҫчен паллӑ тӑвать.    

Социаллӑ ӗҫченӗн кулленхи ӗҫне тивӗҫлӗн пурнӑҫлама професси пӗ­­лӗвӗ кӑ­­на мар, хӑйне майлӑ кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсем: хӗрхенӳ, ырӑ кӑ­мӑл, тим­­лӗх, вашаватлӑх тата кашнине ӑнланма пӗлни те кирлӗ.    

Чӑваш Енре социаллӑ тӗллевлӗ политика уҫӑмлӑн пурнӑҫланса пырать. Республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах хӑйне хӳт­лӗхре тата хӑй ыттисене ки­рлӗ пулнине туйса тӑтӑр тесе пӗрле эпир чылай ӗҫ ту­рӑ­мӑр. Эпир па­т­шалӑх граждансене паракан пулӑшу мелӗсене пурне те сыхласа хӑвартӑмӑр, 2016 ҫулта асӑннӑ тӗллевсем валли 7 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ. Республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗ­мӗш ҫын уйӑхсерен социаллӑ пулӑшу илсе тӑрать. Чӑваш Енре «Пу­рӑн­ма лайӑх хутлӑх» программа ӑнӑҫлӑн пур­нӑҫланать, сусӑр ҫынсем со­ци­аллӑ пӗл­терӗшлӗ объектсемпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма пултармалли майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Гра­ж­дансене, ачаллӑ ҫемьесене со­циаллӑ пулӑшу памалли прог­рам­мӑ­сене пурнӑҫлани демографи кӑтартӑвӗсем ҫине ырӑ витӗм кӳрет.

Рес­­­­­­публикӑра тӑваттӑмӗш ҫул лайӑх демографи лару-тӑрӑвне па­лӑртат­пӑр, ну­май ачал­лӑ ҫемьесен йышӗ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсен шучӗ ӳсет.

Социаллӑ службӑн мӗпур ӗҫченне тӑрӑшса тӑвакан ӗҫӗ­шӗн, Тӑван ҫӗр­шыва тарӑннӑн юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗ­нӳ­сем тата хӑвӑр ӗҫӗрпе кӑсӑк­лансах тӑма сунатӑп.    

Тӑнӑҫлӑхпа ӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сире!           

    

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                  М.Игнатьев

 



08 июня 2016
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter