"Чăваш Енре пĕтĕмпех йĕркеллĕ, халăх ырă кăмăллă. Тăван çĕре, тăван тавралăха юратма пĕлекен чăн-чăн хуçа пурăнни куçкĕретех", - тенĕ Филипп Киркоров

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕ хĕрĕпе Шупашкарта иртнĕ Раççей халăх артисчĕ Филипп Киркоровăн çĕнĕ шоу концертне кайса курнă. Мероприяти пуçланиччен Михаил Игнатьев тата унăн çемьи артистпа тĕл пулса калаçнă. Республика Ертӳçи Филипп Киркорова чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн тав тунă, унăн пултарулăхне Чăваш Енре пурăнакансем кăмăл тунине пĕлтернĕ.  Асăнмалăх сумлă хăнана чăваш тĕрриллĕ çие тăхăнмалли кĕпене парнеленĕ. Парне, шăпах та вырăнлă пулнă, артист кăмăлне тултарнă. Филипп Киркоров Чăваш Республикине килме питĕ юратнине асăннă. «Пĕрремĕш килсенех, сирĕн патăрта хама çав тери лайăх туйрăм.  Çанталăкĕ те тĕлĕнмелле аван тăрать, халăхĕ ырă, хула таса. Кунта пĕтĕмпех йĕркеллĕ, халăх çĕкленӳллĕ кăмăллă. Тăван çĕре, тăван тавралăха юратма пĕлекен чăн-чăн хуçа пурăнни куçкĕретех. Эпĕ  Чăваш Ене хаваспах килетĕп», - тенĕ вăл. «Шупашкар Арена» Пăр керменĕ ăна питĕ кăмăла кайнине палăртнă.  «Эп сахал мар хуласенче пулнă, анчах та çакăн пек илĕртӳллĕ, таса спорт комплексне курман», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Пăр керменне 2015-мĕш çулта уçнине палăртнă. Кунта тăтăшах пĕтĕм тĕнче шайĕнче пысăк мероприятисем иртнине каланă.  Филипп Киркорова малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă, çĕнĕ çитĕнӳсемпе палăрма каланă, Чăваш Енре ирттернĕ пысăк шоу кунти çынсем валли чăн-чăн парне пулнине асăннă. «Эсир аудиторин кăмăлне çĕклесе яма пĕлетĕр. Сирĕн пата курма килекенсен йышĕ хăть 300 çын е пиншер çын пултăр, пур-пĕрех хăвăрăн ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатăр. Çакă вара чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



09 июня 2016
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter