Нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ĕçне пурнăçланипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă

  


Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçне туса ирттернипе паллашнă.  Регион Ертӳçипе пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене тĕрĕслекен фондăн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова тата ыттисем пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ хулари Николаев урамĕнчи 15-мĕш тата 17-мĕш çуртсене пăхса çаврăннă.  «Пирĕн çурт çав тери ватă. 1962-мĕш çулта хăпартса лартнă.  Ку таранччен пĕрре те çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттермен», - тесе пĕлтернĕ çак çуртрах пурăнакан Николаева Татьяна.  «Пирĕн çуртра пурăнакансем пурĕ халăхран пухăнакан укçана 83 процент тултарнă.    Çавăнпа та эпир çак программăна маларах кĕрсе юлтăмăр. Пирĕн çуртра 2017-мĕш çулта хутса ăшăтмалли системăна та тĕпрен юсама палăртса хунă.  Куншăн эпир питĕ хытă савăнатпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Нумай хваттерлĕ 17-мĕш çуртăн канаш председателĕн çумĕ Владислав Котов та ырă хыпар пĕлтернĕ, вĕсен çуртĕнче пурăнакансем укçана 90 процента çити пухса çитернине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра çуртăн инженери тытăмне тĕпрен юсаççĕ. Шыв кĕртессине, канализаци ĕçне пĕтĕмпех пурнăçласа ĕлкĕрнĕ.  Подрядчик хăй ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать.  Проекта пăхăнса ĕçлет,  планпа килĕшсе пырать.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак çуртсенче пурăнакансене пурне те тав тунă, халăх хăйĕн пурлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшнăшăн ырласа хăварнă.  Вырăнти администрацинче тăрăшакансемпе килĕшсе ĕçленине асăннă халăх. Çуртсем таврашĕнче ачасем валли ятарлă вырăн, спорта кăмăллакансем валли вара тренажерсем те пуррине савăнса пĕлтернĕ республика Ертӳçине.  Пуласлăхра та пысăк тĕллевсем. Асфальт йĕркелесе сарасшăн, тротуарсем тăвасшăн, çуртсем таврашĕнче фонарьсем çакасшăн, йывăç-тĕм лартса хăварасшăн, балконсене юсасшăн.

  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Леонид Черкесов çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кӳртессипе йышăннă программа пĕтĕмпех Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе пулса пынине пĕлтернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси пирки Шупашкар хулин официаллă сайтĕнче хыпарсем пĕтĕмпех вăхăтра пулса пымаллине асăннă.  Юлашки тăватă çул хушшинче çуртсем таврашĕнче 70 процента яхăн тирпейлесе çитернĕ.  Тапхăр-тапхăррăн çак ĕçсем малашне те пулса пырассине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çуртри пĕр хваттере хăнасем кĕрсе тухнă. Кунта пурăнакансем строительсен ĕçĕсемпе кăмăллă.  Юсав ĕçĕсен пахалăх шайне яланах çирĕп тĕрĕслевре тытса пыма чĕнсе каланă вырăнти халăха Михаил Игнатьев.  Çула май республика Ертӳçи «Новый» лавккана кĕрсе курнă, таварсен хакĕпе кăсăкланнă.  Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем пуррине курса ĕненнĕ.  Николаев урамĕнчи 55,57,59-мĕш çуртсене, П.Лумумба урамĕнче 23-мĕш çурта пăхса тухнă. Кунта та пурăнакансем взноса туллин пуçтарнине пĕлтернĕ.  Вĕсем пурĕ укçана 93 процент пухса çитернĕ. Çитес çулта вĕсем программăна кĕрсе юлни паллă. Çуртсен çивĕттисене халлĕхе юсаççĕ, хутса ăшăтмалли системăсене майлаççĕ.  П.Лумумба урамĕнче 23-мĕш çуртра пурăнакансем, çав шутрах Вероника Григорьева та пурте пĕрле взноса 97 процента çити пухса панине пĕлтернĕ. Строительсем шыв, канализаци енĕпе çыхăннă тытăмсене майлаштараççĕ.  Михаил Игнатьев ку тăрăхра пурăнакансем питĕ тирпейлĕ пулнине, ĕçлеме юратнине каланă. Халăх пуçаруллă тенĕ, тавралăха тирпей-илем кӳртессипе тăрăшнине асăннă. Планпа килĕшӳллĕн республикăра 2015-2016-мĕш çулсенче пурĕ 429 çурта тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме палăртнă. Халăхран пуçтарăннă укçапа тĕллевлĕн усă кураççĕ.  Палăртмалла, енчен те халăх чи малтан тата çĕр процента çити взноса пухса çитерсен, вĕсен программăна кĕрсе юласси те куçкĕретех. Программăн тепĕр тапхăрĕ авăн уйăхĕччен пуçланĕ, ăна 2016-2017-мĕш çулсем валли йышăнасси те паллă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене Михаил Игнатьев ырласа хăварнă, хăйсем пурăнакан çуртсемшĕн тăрăшнине, укçа-тенкĕне те вăхăтра пухса панине каланă.

 



09 июня 2016
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter