РФ регионĕсенчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси ĕçĕсен тухăçлăхне сӳтсе явнă

 


Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Ольга Голодец йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă.  Ĕçе унпа пĕрле Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова пулнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Раççей Федерацийĕн регионĕсенче çула çитмен ачасене пăхса тăракан комиссисен ĕçне тишкересси пулнă.  Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов хăйĕн сăмахĕнче Раççей Правительстви çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тăрăшакан комисси тăтăшах регионсене çӳренине пĕлтернĕ, унти лару-тăрусене çирĕп тĕрĕслеве илнине каланă.  РФ шалти ĕçсен Министрĕн пĕрремĕш Çумĕ Александр Горовой  докладра юлашки çулсенче Раççейре çул çитменнисем йĕрке пăснă тĕслĕх сахалланине пĕлтернĕ.  Калăпăр, кăçал та пиллĕк уйăх хушшинче çак кăтарту 10 процента чакнине асăннă.  Вăл уйрăмах ачасене опекуна илнисемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине асăрхаттарнă. Тепре чухне аслисем те йĕркерен тухни сисĕнкеленине палăртнă. Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче ачасем йĕркене ан пăсччĕр тесе, сахал мар тĕрлĕ мерăсем йышăнса хăварнă, тухăçлă ĕçлеме условисем те çителĕклĕ.  Ыйтăва тимлĕх уйăрни те куçкĕретех.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура Вĕренӳ министерстви умне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствипе, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, социаллă службăсемпе, общество организацийĕсемпе, Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйпа пĕрле пур пек фактсене тишкерсе тухма тата çул çитмен çамрăксен хушшинчи криминогенлă лару-тăрăва лайăх еннелле улăштармалли пайăр ĕçсен планне туса хатĕрлеме тĕллев лартнă. «Ачасен хăйсене килĕшекен ĕçпе кăсăклантармалла, спорта, пултарулăха, обществăшăн усăллă ĕçе явăçмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май  республикăри муниципалитетсенче çӳлерех асăннă ыйтупа кирлĕ пек шайра ĕçленине, ачасем çуллахи канура кирек епле усăллă ĕçе те хутшăннине палăртнă.   Кăçал та пиллĕк уйăх хушшинчи ĕç кăтартăвĕсене пăхас пулсан, çул çитмен çамрăксем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 21,4 процента çити пĕчĕкленнине каланă. Тĕплĕнрех



09 июня 2016
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter