Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Чи малтан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн тин çеç суйланнă ертӳçипе Игорь Калиниченкопа ларăва пухăннисене паллаштарнă.  Çĕнĕ ертӳçĕне Михаил Игнатьев хулара пурăнакансен шанăçне тӳрре кăларма ыйтнă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене май килнĕ таран сĕнӳсемпе, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне тĕрĕс йĕркелесе пыма витĕм кӳме чĕнсе каланă.  Ял тăрăхĕсенче пурăнакан медицинăра вăй хуракансене çурт-йĕр çавăрма е туянма ипотека илнĕ кредитсене каялла тавăрса памалли парăма 4 процентне республика хыснинчен куçармалли пулăшу çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.   Кунсăр пуçне тепĕр ырă хыпара та каланă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ   аслă пĕлӳ паракан организацисен никĕсĕ çинче инжиниринг центрĕсем йĕркелесе аталантарас енĕпе пилот проектсене патшалăх енчен пулăшмалли Раççейри конкурса çĕнтерӳçĕ пулнине пĕлтернĕ.  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри проект ыттисемпе танлаштарсан, чи лайăх пулнине каланă. Экспертсем пысăк хак панине, вĕсен сассине пуринчен те ытларах пухса илнине пĕлтернĕ. Пурĕ конкурс ĕçне 69 проект тăратнă пулнă, вĕсенчен 11-шĕ çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Пирĕн регионти проект — "Шупашкарта транспорт тата ял хуçалăх машинисене туса кăларакан инжиниринг центрĕ" йĕркелесе аталантармалли Стратеги программи. Çак проекта пурнăçа кĕртме университета 2 çул хушшинче 100 млн тенкĕ уйăрса парĕç. «Çак çитĕнӳ пирĕн регионшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ  ректор Андрей Александров, республика ертӳлĕхне, влаç органĕсенче тăрăшакансене пурне те тав тунă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аслă шкулта тăрăшакансене ырланă, малашне те тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă. Ларăва пухăннисем коррупции ыйтăвĕсене те тĕплĕн сӳтсе явнă, асăннă ыйту кун йĕркинче çивĕч тăнине каланă Михаил Игнатьев, кулленех çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă. Хальхинче ĕçе пухăннисем Чăваш Республикинче пурăнакансене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтермелли çинчен калакан саккун проектне те тишкернĕ, адвокатсен витĕмлĕхĕ пысăк пулмаллине палăртнă. Чăваш Республикин Строительство министерствин ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков ыйтăва тĕплĕн çутатса панă. 2015-мĕш çулта строительство пайĕ пурĕ 33,07 млрд. тенкĕлĕх ĕç пурнăçланине асăннă министр. Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан, пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе малта пыракансенчен пĕри шутланнине пĕлтернĕ. Кăçал 2016-мĕш çулта республикăра 720 пин тăваткал метртан кая мар çур-йĕр хута яма тĕллев лартнине палăртнă. Хальхи вăхăтра регионта комплекслă строительство ĕçне пурнăçлама ирĕк паракан 56 проект пурнăçа кĕрсе пынине каласа хăварнă. Республика Ертӳçи хваттерсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме халăхран пухăнакан укçапа тухăçлă усă курма чĕнсе каланă. «Хваттерсен шăпипе тăтăшах кăсăкланса тăрăпăр, подрядчиксен ĕçне те çирĕп тĕрĕслевре тытма шантаратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăснă май. Çакăн пекех ларура Культура министерствин çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене те пăхса тухнă. Кун йĕркине кĕртнĕ  ыйтусем: ял хуçалăх çĕрĕсем, çут çанталăк газĕ пирки тата ыттисене те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.    

 

 



09 июня 2016
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter