Çĕр улмине чечекре чухне шăварсан тухăç пулĕ аван

 Иртнĕ çул кĕрхи ĕçсем вĕçленсен Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн директорĕпе Петр Ялуковпа тĕл пулса хуçалăх пирки материал хатĕрленĕччĕ. Шăпах çавăн чухне вăл юлашки çулсенче çусем шăрăх килнипе мелиораципе ĕçлеме пуçăнасси пирки каланăччĕ. Хăйĕн сăмахне ертỹçĕ çилпе вĕçтермерĕ. Паян кунта 309 гектарта çитĕнекен çĕр улмин 117-не шăвараççĕ.

Шăпăр-шăпăр туса ỹкеççĕ шыв пĕрчисем çỹлтен "иккĕмĕш çăкăрăн" çулçисем çине. Чечеккисем çине лекнисем сывлăм евĕрех туйăнаççĕ. Хĕвел çути çинче асамат кĕперĕ те курăнать. Тымар çимĕç йăранĕсен хушшисем те йĕп-йĕпе пулнине пăхса чăн-чăн çумăр çăвать теме те пулать! Шыва 70 метр (пĕр енне те, тепĕр енне те 35-шер метр) сарлакăш саптаракан агрегат вара ăна валли ятарласа тунă çулпа мăнаçлăн çеç майĕпен-майĕпен шуса пырать, çапла майпа пур çĕре те нỹр çителĕклĕ лекет. Пĕр сехетре çĕр çине 60 кубла метр шыв ỹкет. Калама кăна вĕт!

Çитес çул ку техникăна "Юрма" агрохолдинг çывăхĕнчи кỹлĕ патĕнче курма пулĕ. Пусă çаврăнăшне пăхăнса тепĕр çул çĕр улмине шăпах ун çывăхне лартма палăртнă. Кỹлле тасатса тирпейлеме пуçланă та ĕнтĕ.

_ Германинче хатĕрленĕ детальсенчен Волгоградра пухнă "Харвест" агрегата туяниччен малтан нумай тĕпчерĕмĕр. Çĕр улмине шăварнă вырăнта тухăç гектартан 350-400 центнерпа танлашнă, типĕ çĕрте икĕ хут пĕчĕкрех _ 200 центнер. Юлашки çулсенче çумăр сахал çунине шута илсе туянасах терĕмĕр. Шăваракан агрегат 5 миллион та 600 пин тенке ларчĕ. Сумми пĕчĕк мар, çавна май "Россельхозбанкран" кредит илме тиврĕ. Кунта пирĕн ыйтăва кĕске вăхăтра тивĕçтерчĕç. Кăткăс техникăна вырнаçтарма вара Сергей Ахмеев нумай пулăшрĕ. Вăл халь те час-часах агрегат мĕнле ĕçленипе кăсăклансах тăрать, _ тет хуçалăх ертỹçи П. Ялуков.

Пĕрлешỹре вăй хуракансене çулталăк тăршшĕпех ĕç тупса параççĕ. Комбайнерсем кĕрхи культурăсене вырма тухиччен пушă пулнипе шăпах вĕсене "шăваркăча" пăхса тăма çирĕплетнĕ. Геннадий Ялуков, Вадим Краснов, Владимир Кудряшов тата Антон Антонов дежурствăпа ĕçлеççĕ. Килĕшỹпе кашнине уйăхне 30 пин тенкĕран кая мар шалу тухать. Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет. "Батыревский" пĕрлешỹре тăрăшакансем хушшинче çамрăксем чылай. А. Антонов, акă, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчен кăçал çеç вĕренсе тухнă. Таçта кайса ĕç шыраса çỹрес темен, тỹрех кунта килнĕ.

Пĕрлешỹ паянхи кризис тапхăрĕнче те çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрать, çакă шăпах хуçалăх аталанса пынине кăтартать.

О. Павлова



Авангард
01 июля 2016
17:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter