Шупашкарта арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе юнашар палăк уçăлчĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ — Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Шупашкарта, арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе юнашар, çемье управçисене — Петĕрпе Февроние — халалланă палăк савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Палăка уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов, Чăваш митрополийĕн Пуçлăхĕ Варнава тата ыттисем те хутшăннă.

Унпа темиçе уйăха яхăн Дон çинчи Ростов маçтăрĕсем ĕçленĕ, палăка бронзăран шăратса кăларнă. Çветтуйсен сăнарĕсене чун кĕртекенсем — Сергей Исаков скульпторпа Валерий Бобков художник. 6 метра яхăн палăк 3 тоннăна яхăн таять. Скульптурăра Петĕрпе Феврони сăнланнă, вĕсен алли çинче çемьепе тăнăçлăх символĕ — кăвакарчăн — ларать. Çветтуй кĕлеткесен пуçĕ çийĕнче хĕреслĕ пирĕшти ярăнса вĕçет.



12 июля 2016
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter