Вырăнти хăйтытăмлăх тата тĕрĕслев-надзор органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса та ăнланса ĕçлени кăтартусене лайăхлатма май парать

Чăваш Республикин Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслев-надзор ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тишкерекен ведомствăсен хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕнче Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене аса илтерчĕ: «Тĕрĕслев-надзор органĕсен тĕп тĕллевĕ штрафсем пухасси мар, экономика ĕç-хĕлĕ валли йĕркеллĕ условисем туса хурасси». Михаил Васильевич кăçалхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче РФ Правительствин федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕрĕслев /надзор/ тата ирĕк парас функцийĕсене лайăхлатас енĕпе ĕçлекен подкомиссийĕн ларăвĕнче тĕрĕслев-надзор ведомствисен ытлашши тата пĕр-пĕрне евĕрлекен тивĕçĕсене пĕтерессине сÿтсе явни çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл надзор, тĕрĕслев, правăна сыхлакан органсен ĕçĕнчи çĕнĕ меслетсем тата норма-право никĕсне лайăхлатсах пыни вăл е ку кăтартăва аванлатма май панине, çапах çак тĕлĕшпе çуралакан ыйтусене татса памалли резервсем те пуррине палăртрĕ. «Çынсен сывлăхĕпе пурнăçне, хăрушсăрлăха пырса тивекен ĕçе илес тĕк тĕрĕслев тата надзор органĕсем ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем пурнăçлаççĕ. Паллах, правăна пăснă кирек мĕнле тĕслĕхе те тăрă шыв çине кăлармалла. Йышăнусем тунă чухне чăнлăхпа килĕшсе тăракан лару-тăрăва шута илмелле тата, паллах, саккунсене çирĕп пăхăнмалла», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Вырăнти хăйтытăмлăх тата тĕрĕслев-надзор органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса та ăнланса ĕçлени кăтартусене лайăхлатма май парать, çапах ку енĕпе тăрăшмалли тата нумай-ха — шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ комиссин черетлĕ ларăвĕнче.

ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев доклад тунă май тĕрĕслев-надзор тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хутшăнăвĕсенче ырă улшăнусем пуррине пĕлтерчĕ, çапах тĕрĕслев мероприятийĕсем нумай чухне усă кÿменнине, йывăрлăхсене татса пама пулăшманнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче тĕрĕслевпе надзорăн норма-право никĕсне лайăхлатас тĕлĕшпе те ÿсĕмсем пуррине асăнчĕ. Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттернĕ тĕрĕслевсен шучĕ — 17%, планпа палăртнисен шучĕ — 24%, планпа маррисен шучĕ 10% чакнине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах дисциплина енчен тата уголовлă майпа явап тыттарнисен йышĕ ÿснĕ. Штраф санкцийĕсен шучĕ те пысăкланнă. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 1128 тĕрĕслев ирттернĕ: çав шутран ытларахăшне, 972-шне – прокуратура /86%/, Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ — 55 /ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3 хута яхăн ытларах/, Ростехнадзор — 33 /2015 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнче пачах ирттермен/. Станислав Николаев ÇÇХПИ, РФ МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ, Пенси фончĕ тĕрĕслевсен шутне пĕлтĕрхипе танлаштарсан чакарнине пĕлтерчĕ.



13 июля 2016
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter