Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсемпе ветеранĕсем тата пайҫисем! 

Професси уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе чун-чӗ-ререн саламланине йышӑнсамӑр!

Чӑвашпотребсоюз ӗҫ коллективӗ Раҫҫей Тӗп союз тытӑмӗнче малти ретре тӑрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: 2015 ҫулхи экономика ӑмӑртӑвӗн пӗ­тӗм­летӗвӗсем тӑрӑх ӗҫ-хӗле пӗтӗмӗшле аталантарас енӗ­пе Чӑваш­по­т­­ребсоюз ҫӗршыври 76 потребсоюз хушшинче пӗрремӗш вы­рӑна тух­нӑ та­та куҫса ҫӳрекен ялава ҫӗнсе илнӗ.     

Аслӑ ӗҫтешӗрсен йӑли-йӗркине ҫирӗппӗн тытса пырса эсир ялта пурӑ­на­кан­сене паха таварсемпе тата кирлӗ пек пу­лӑ­шупа тивӗҫтерсе тӑ­ра­тӑр, ялсене аталантарас енӗпе пархатарлӑ ӗҫ тӑватӑр. Ҫынсен ыйтӑ­вӗ­сене тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ культура шайӗ, сервис пахалӑхӗ лайӑх­ланать. Конкуренци тупӑшӑвӗнче Чӑвашпотребсоюз хӑйӗн пултару­лӑ­хӗ­пе палӑр­са тӑрать тата ӑна республикӑри халӑх тивӗҫлипе шанать.

Потребительсен кооперацийӗ – социаллӑ яваплӑха туйса ӗҫлекен бизнес. Ял халӑхӗнчен ял хуҫалӑх продукцийӗпе чӗр таварне, вӑрман паракан тупрана туянса эсир потребительсен рынокне хутшӑнакансем валли лайӑх хутлӑх йӗрке­летӗр тата ялта пурӑнакансене хушма тупӑш илме майсем туса паратӑр.

Паян эсир Чӑвашпотребсоюз малалла та нумай енлӗ ӗҫе пӗрлеш­терсе тӑракан, халӑхӑн ӳссе пыракан ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме пул­­таракан тухӑҫлӑ тытӑм пултӑр тесе инновациллӗ проектсене хастар­лӑн пур­нӑҫ­латӑр, ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртетӗр.

Сире Чӑваш Республикипе унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗшӗн пурнӑҫла­кан пултаруллӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп. 

Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей тата ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                      М. Игнатьев  



02 июля 2016
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter