Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ульяновскра «Атăл-Янцзы» форматпа ирттернĕ канашăн пĕрремĕш ларăвне хутшăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа ирттернĕ тачă çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвне хутшăннă.  

Михаил Бабич полпред Раççейри тата Китайри регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă.

Ян Цзечи палăртнă тăрăх — Атăлçи округĕнчи регионсемпе Китай провинцийĕсен ĕçтешлĕхĕ пур енлĕн вăй илет, ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă. Чăваш Ен Янцзы тăрăхĕнчи регионсемпе ĕçлĕ çыхăну тытни çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каласа панă. «Эпир икĕ халăх çывăхланмалли, икĕ еншĕн те тупăшлă экономика çыхăнăвĕсене аталантармалли условисем йĕркелес тĕллевпе çине тăрса ĕçлетпĕр», — тенĕ вăл.

Чăваш Ен Чунцин хулипе тата Сычуань провинцийĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă, вĕренÿ организацийĕсем туслă çыхăну йĕркеленĕ. Михаил Васильевич республикăра пурăнакансем Китай историйĕпе, культурипе кăсăкланнине палăртнă.

Михаил Игнатьев тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.



20 июля 2016
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter