Чăваш Ен Пуçлăхĕ Пăрачкав районĕнчи Сăр юханшывĕ урлă хывнă кĕпер çинчи çулçÿреве йĕркеленине хăй тĕрĕслесе тăрать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнчи Сăр юханшывĕ урлă хывнă кĕпер çинчи çулçÿреве мĕнле йĕркеленине хăй тĕрĕслесе тăрать. 

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче кĕперĕн çыран çине тĕревленекен плитин пĕр пайĕ арканнă. Çавна май яваплă ведомствăсен вăйĕпе кĕпер урлă хăрах енĕпе каçассине йĕркеленĕ. Авари паллисем лартнă, тивĕçлĕ службăсем çĕрле те дежурствăра тăраççĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 10 тоннăран йывăртарах транспорт хатĕрĕсене кĕпер урлă каçма чарнă. 



21 июля 2016
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter