Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Суту-илÿ тытăмĕн ĕçченĕсен кунӗ ячĕпе саламлани

 

Суту-илӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗсем, отрасль ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатăп!

Кашни çын пурнăçӗ аталаннă суту-илÿ сечӗпе тачă çыхăннă. Халăх пурнăçне тивӗçтерессин пысăк пӗлтерӗшлӗ сфери пулнă май суту-илÿ отраслӗ кал-кал аталанать. Влаç органӗсем вак суту-илӗве аталантармашкăн конкурентлă лару-тăру йӗркелеççӗ. Республикăра таварсен рынокӗсен шайлашулăхне тивӗçтеретпӗр, "пӗр утăмри" лавккасем, пасарсем уçăлаççӗ, çакă хаксем ÿссе каясран сыхланма пулăшать.

Мерăсем йышăнни хамăрăн тавар туса кăларакансен продукцине сутассин тÿпине пысăклатма, унăн ассортиментне анлăлатма май пачӗ. Канмалли кунсенчи, "Йÿнӗрех туян" ярмăрккасем, "Кӗркунне парнисем" уйăхлăхсем продукци суту-илӗвӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ çул-йӗрӗсем пулса тăчӗç. Ялсенче Чăвашпотребсоюз тытăмӗн организацийӗсем ăнăçлă ӗçлеççӗ.

Технологи енӗпе çӗнӗ йышши оборудованипе тивӗçтернӗ тата прогрессивлă формăсемпе, меслетсемпе усă куракан çӗнӗ предприятисем уçăлни отрасле аталантарма пулăшать.

Суту-илÿ сферинче çынсен ыйтăвӗсене тивӗçтерессин культурипе пахалăхӗ çуллен лайăхланса пынине палăртма кăмăллă. Ҫакă – эсир чăн-чăн профессиналсем пулса пурнăçлакан пысăк ӗç кăтартăвӗ.

Республикăри суту-илÿ сферин ӗçченӗсем хăйсен умӗнчи тӗллевсене малашне те ăнăçлă пурнăçласса шанатăп. Сире çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, ӗçре тăнăçлăх сунатăп, тавар туянакан çынсем сирӗнпе яланах кăмăллă пулччăр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                М. Игнатьев



23 июля 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter