Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмарсемпе Çĕрпÿсен аталанăвне хак пачĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Владимир Иванов фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем еплерех пынипе кăсăкланчĕ. Кив Шулхан ялĕнче нумаях пулмасть туса пĕтернĕ фельдшер-акушер пунктне уçма хутшăнчĕ. Çав кунах Вăрмарта районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăçалхи çур çулхи аталанăвне тишкерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Тихоновăн докладне сÿтсе явма республика Правительствин членĕсем хутшăнчĕç. ЧР Пуçлăхĕ кăнтăрла хыççăн Çĕрпÿ районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне тишкерме хутшăнчĕ. Унпа райадминистраци пуçлăхĕ Александр Казаков паллаштарчĕ, министрсем доклада тĕплĕн сÿтсе явса хак пачĕç.



28 июля 2016
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter