Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăррине ĕçлĕ визитпа кайнă, унта вăл ФАП уçнă çĕре хутшăннă

 


Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăррине ĕçлĕ визитпа тухса кайнă, унта вăл ФАП уçнă çĕре хутшăннă. Палăртса хăвармалла асăннă объектăн строительство ĕçне 2 млн тенкĕ хывнă. Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ялсенче çынсене пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси – сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕ шутланать. Паянхи куна илес пулсан, регионта пурăнакансене пĕрремĕшле медицина пулăшăвĕпе пурĕ 525 ФАПра тивĕçтереççĕ. Сăмаха май, республика Ертӳçи 2015-мĕш çулта регионта 100 ФАП хута ярассипе йышăннă программа вĕçленнĕ пулнине аса илсе хăварнă, пур-пĕрех 2018-мĕш çул тĕлне тата та 50 ФАП хута яма тĕллев лартнине каланă. Вĕсенчен 24 ФАПне 2016-мĕш çулта çĕклесе лартĕç. Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурĕ юлашки виçĕ çулта 4 ФАП уçнă.  «Паянхи пурнăçра ялсенче пурăнакансем райцентра тухмасăрах, вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕсене илме пултараççĕ», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    «Йывăрлăхра та эпир çĕнĕрен те çĕнĕ ФАПсене тăтăшах уçатпăр, çак ĕçсене малалла та пурнăçлама палăртнă. Медицина пайĕнче тăрăшакансем пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлеççĕ. Кăтарту та çук мар, халăхăн пурăнаслăх çулĕ вăрăмланса пырать», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Вырăнти халăх объекта хута янăшăн, регион Ертӳçине, строительство ĕçне хутшăннă мĕнпур çынна  чĕререн тав тунă. «ФАП пирĕн пурнăçа тата та çăмăллатĕ. Хăтлă çурта кĕрсе тухма питĕ кăмăллă. Эпир пурсăмăр та пĕрле Чăваш Ене, аслă Раççейе тата та вăйлăрах тума пултарăпăр», - тесе каланă ялта пурăнакан Борис Марков. Медицина çуртне уçнă хыççăн хăнасем çĕнĕ ФАПри пӳлĕмсене пăхса çаврăннă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн ертӳçи Светлана Бушкова  хăйĕн сăмахĕнче çак объектра 1000 çынна пăхса тăма çирĕплетнине асăннă. «Кунта халăха вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме çителĕклĕ пур услови те пуррине каланă.  Ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнишĕн чĕререн савăнатпăр», - тесе пĕлтернĕ вырăнти сывлăх сыхлавĕн ертӳçи.  Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи активпа ĕçлĕ канашлу та ирттерме палăртнă, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкерме, малашлăх валли тĕллевсем лартма палăртса хунă.   Тĕплĕнрех



29 июля 2016
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter