РФ регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство ларăвĕн канашлăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак регионсен ертӳçисемпе Правительство комиссийĕн ĕçне ирттернĕ. РФ регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство ларăвĕн канашлăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Канашлăва пухăннисем РФ регионсене 2025-мĕш çулччен аталантарассипе çыхăннă саккун проектне тишкернĕ. Ку хутĕнче Правительство комиссийĕн регламентне тата ĕç планне пăхса тухнă. РФ экономика министрĕ Алексей Улюкаев хăйĕн сăмахĕнче РФ регионсене 2025-мĕш çулччен аталантарассипе йышăнмалли саккун проектне тăратнă. Палăртнă ыйтупа РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов,  экономика Министрĕн çумĕ Александр Цыбульский калаçнă.   Асăннă мероприятире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика сĕнекен ыйтăва тăратнă. Лару ĕçĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттерекен конкурс пирки те сăмахланă. Стратеги пуçарăвĕсен агенстви утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-ччен Салтыков-Щедрин ячĕллĕ социаллă экономика практикин ĕç конкурсне заявкăсене тăратма палăртнă пулнă. Конкурсра пурĕ 6 номинаци. РФ регионĕсене кашни номинаци ĕçне 3 проект тăратма май панă.  Чăваш Республикинчен виçĕ проект хатĕрленĕ, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе туризм ыйтăвĕсемпе документсене тăратнă. Конкурс çĕнтерӳçисене Сочи - 2016-мĕш çул инвестици форумĕнче наградăлама палăртса хунă.  Аса илтеретпĕр, 2016 çулта утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, РФ регионĕсене аталантарассипе ĕçлекен комиссийĕн йышне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕнĕ.  



29 июля 2016
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter