"Каçхи кино" акци

Кăçал Раççейре кино çулталăкĕ пырать. Çавна май августăн 27-мĕшĕнче çĕршывра "Каçхи кино" акци пуçланать. Мускавпа ытти регионсенче те пулать ку масштаблă мероприяти. РФ культура министерстви, Кино фончĕ, РФ субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсем йĕркелеççĕ ăна.

Раççейре кино кунĕнче ирттерекен акцие Чăваш Ен те хутшăнать. "Каçхи кино" хуласемпе районсенчи 130 лапамĕнче ĕçлет.

Пĕтĕм Раççейри пĕр-ремĕш акци масштаблă пулать. Мероприяти программинче - кинопа çыхăннă театрализациленĕ представленисем, куравсем, вăйăсем, конкурссем, викторинăсем тата ытти те. Каçхине тỹлевсĕр киносеанс кăтартаççĕ, пур кинолапамсенче те 20 сехетре пуçланаççĕ вĕсем. Раççейри, çав шутра Чăваш Енри куракансем кино фончĕ панă чи лайăх хамăр çĕршывăн 4 фильмне курĕç. Куракансем вĕсене хăйсем суйласа илеççĕ. Репертуарта çакнашкал фильмсем - "Хорло", "Чувашские амазонки", "Чăваш тĕнчи" ("Чувашский мир"), "Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать" ("Новая метла по новому метет"), "История великого народа".

Пĕтĕм Раççейри "Каçхи кино" акци пынă вăхăтра Калининградран пуçласа Камчаткăна çитичченех тỹлевсĕр кинокуравсем пулаççĕ.

Флешмоб программинче 2 кинолента - "Легенда №17" спорт драми тата "Батальоны" çар фильмĕ пулать, "Смешарики: Легенда о золотом драконе" мультфильмпа паллашма пултараççĕ тата çынсем.

Пирĕн районта та акци иртет, Тăрмăш, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Тĕмер, Элпуç, Тăвай ялĕсенчи культура çурчĕсенче кино кăтартмалли техника оборудованийĕсем ĕçлеççĕ. Эпир пурне те "Каçхи кино" акцие хутшăнма йыхравлатпăр. Юлашки пилĕк çул хушшинче хамăр çĕршывра ỹкернĕ кинокартинăсемпе паллашма пултаратăр. Тăвайри культура çуртĕнче мультфильмсенчи караоке-юрăсен конкурсĕ пулать.

А.ИВАНОВА.



29 июля 2016
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter