Тăвай районĕ: кăçал шкулсене 2016-2017 вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ

Кăçал шкулсене 2016-2017 вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине июлĕн 26-27-мĕшĕсенче тĕрĕсленĕ. Пушар хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине, терроризм çулне епле пỹлнине, санитарипе гигиена требованийĕсене епле йĕркеленине, вĕренекенсене шкул автобусĕпе турттарма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.

Комисси членĕсем Тăвайри вăтам шкулта, район центрĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш номерлĕ, "Радуга" шкулчченхи вĕренỹ учрежденисенче, "Аль" спорткомплексра, Элпуçĕнчи, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Тăрмăшри, Енĕш Нăрвашри шкулсенче, Тăрмăшпа Енĕш Нăрвашри ясли-садсенче пулнă.

Асăннă объектсене СанПин ыйтăвĕсене тĕпе хурса юсанă. Пурне те хатĕрленĕ вĕсенче вĕрентỹпе воспитани ĕçне туса пыма.

Комисси сакăр вĕренỹ учрежденине йышăннă, ыттисен тĕрĕслевçĕсем асăрхаттарнине пĕтермелле.

А.ИВАНОВА.



29 июля 2016
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter