Вăй выляма тухар-и

«Эткер» сменăра канакан ачасен вĕренÿ программи пысăк та кăсăк. Кунта культурăллă канмалли программа та, тавра курăм аталантармалли темăсем те нумай.

Программăпа килĕшÿллĕн ачасем поэтсемпе тата писательсемпе, культурăпа ÿнер ĕçченĕсемпе, халăхăмăрăн ал ăстисемпе, паллă спортсменсемпе тата республикăмăрăн ытти паллă çыннисемпе тĕл пулчĕç, экскурсисене çÿрерĕç, музейсене кайса курчĕç.

Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă чăваш ачисем вăйă картине те тăчĕç. Илемлĕ тум тăхăнса, тĕрлĕ юрă шăрантарса чăваш тумĕн уявне ирттерчĕç. Ĕлĕкхи пек карталанса чăваш юррине юрлакан тата чăваш вăййине вылякан çамрăксем лагерьти ытти ачасене тĕлĕнтерчĕç. Уяв арçын ачасем кĕрешÿре вăй виçнипе вĕçленчĕ.>>>


http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=news&id=3318931



07 июля 2016
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter