Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешсем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

«Кил-йышра телейлӗ этем чӑннипех ӑраскаллӑ ҫын», – тесе ҫырнӑ вырӑс литературин классикӗ Лев Толстой. Ҫирӗп ҫемье – пысӑкран та пы­сӑк пуянлӑх, вӑл пире тӗрлӗ йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлет, пурнӑҫ савӑ­нӑ­ҫ­­не парнелет, пи­рӗншӗн пуриншӗн те шанчӑклӑ тӗрек пулса тӑрать. «Йы­вӑҫ тымарӗпе ҫирӗп, этем – ҫемьепе»,– тесе халӑхра ахальтен ка­ла­маҫҫӗ.

Аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлев пире ҫемьене темрен хаклӑ тупра пек сыхласа упрама халалласа хӑварнӑ. Унӑн пилне пирӗн ентешсен чылай ӑрӑвӗ чыслӑн пурнӑҫласа пырать. Ачасене пӑхса ҫитӗнтерес тата ҫемье йӑлисене ҫирӗплетес енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе кӑҫал республикӑри харӑсах ултӑ нумай ачаллӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе наградӑланӑ.

Власть органӗсемпе общество организацийӗсен пӗлтерӗшлӗ тӗлле­вӗ – ҫемь­ен пӗтӗмӗшле хак­лӑхӗсене, унӑн социаллӑ хӳтлӗхне малалла та ҫирӗп­ле­тес­си, халӑх пур­нӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатасси.

Ҫемьепе ачасен интересӗсене тӗпе хуракан патшалӑх политикине пурнӑҫлас тӗлӗшпе комплекслӑн тата тухӑҫлӑ ӗҫленине пула пӗлтӗр пирӗн республика Раҫҫей Федерацийӗнче ачасене ҫемьесене вырнаҫтарас­­сипе малта пыракансен йышне тата ачасемшӗн пурӑнма лайӑх майсем туса панӑ чи ӑнӑҫлӑ регионсен пӗрремӗш теҫеткине кӗчӗ. Тӑлӑх ача­­сем хӑйсене чӑннипех юратакан ҫемьесене пурӑнма куҫнине пула пирӗн ҫавнашкал ачасен виҫӗ интернат-ача ҫурчӗ хупӑнчӗ. Унсӑр пуҫне, юлашки ҫулсенче нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 35 процент чухлӗ ӳсрӗ, уйрӑлусен йышӗ палӑрмаллах чакрӗ.  

Чӑваш Енре пӗчӗк ачасем вилессин шайӗ Раҫҫейри регионсем хуш­­шинче чи пӗчӗкки шутланать, вӑл малта пыракан Европа ҫӗршы­вӗ­сен тата Японин кӑтартӑвӗсемпе пӗр шайра. Сывӑ ачасен хисепӗ вара ҫул­ран-ҫул ӳссе пырать.

Хаклӑ туссем! Сире пурсӑра та пӗтӗм чунтан ырлӑхпа телей, ма­лаш­лӑха ҫирӗп шанчӑкпа пӑхма сунатӑп. Сирӗн килӗрте яланах юратупа савӑнӑҫ хуҫа­ланччӑр, ача-пӑчан хаваслӑ кулли янӑраса тӑтӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                               М.Игнатьев



08 июля 2016
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter