Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Раҫҫей почтин кунӗпе чунтан са­лам­латӑп!

Раҫҫей почти республикӑра пурӑнакан ахаль ҫынсен кулленхи пур­нӑҫӗ ҫине те, бизнес ҫине те палӑрмаллах витӗм кӳрекен пысӑк пре­­д­­приятисенчен пӗ­ри шутланать.

Чӑваш Енри почта ҫыхӑнӑвӗ – кал-кал аталанакан, социаллӑ пӗл­те­рӗшлӗ отрасль.

2015 ҫулта Алькеш поселокӗнче почта уйрӑмӗ уҫӑлчӗ, черетре Шупашкар хулин ытти микрорайонӗнче – Ҫӗнӗ хулара, Благовещен­скинче, Радужнӑйӗнче, Гладков урамӗнче ҫӗнӗ уйрӑмсем уҫасси.

Эпир Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ республикӑн туризм илӗ­­р­тӳлӗхне ӳстерме пулӑшнине пысӑка хурса хак­латпӑр. Чӑваш Ен ҫи­н­­чен каласа кӑ­­­тартакан 80 яхӑн сӑнлӑ по­ч­та отк­рыт­кисем тата пал­­­лӑ пу­лӑм­сене ха­лал­ла­нӑ хӑйне майлӑ почта штемпелӗсен ӳкер­чӗкӗ­сем, унта пи­рӗн хуласен гер­бӗ­сене тата наци символикине ӳкернӗ, кашни кунах Раҫ­­ҫей та­та тӗнче тӑрӑх саланаҫҫӗ.

Эпӗ Раҫҫей почтин мӗнпур ӗҫченне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗ­шӗн чунтан тав тӑватӑп. Пирӗн хаклӑ ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑ­­варатӑп.

Сире тата сирӗн ҫемйӗр­сене чун-чӗререн ҫи­рӗп сыв­лӑх тата ырлӑх су­на­тӑп! Эсир илсе ҫитерекен ҫӗнӗ хыпарсем яланах лайӑххисем кӑна пулч­чӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                М. Игнатьев



09 июля 2016
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter