Йĕпреçре пысăк спорт уявĕ иртнĕ

 


Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Йĕпреçре пысăк спорт уявĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев регион Ертӳçи Михаил Игнатьев  ячĕпе республикăри патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче ирттернĕ Спартакиадăна хутшăннисене саламланă. Çакăн пек спорт уявне ирттересси ырă йăлана кĕрсе пынине палăртса хăварнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев.  «Йĕпреç районĕн халăхне спорт уявне ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тата ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тăватăп. Юлашки 5-7 çул хушшинче çак асăннă мероприятийĕн шайĕ ӳссе пырать. Республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем тата вĕсен ертӳçисем спорта хутшăнса тĕслĕх кăтартни çав тери паха. Вĕсем пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕслĕх кăтартса пани куçкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Калăпăр, палăртса хăвармалла, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ- финанс министрĕ Светлана Енилина фитнес-аэробика пайĕнче хутшăннă.    Ку питĕ лайăх. «Кирек епле спорт та хăйпе яваплăха туйса ĕçлеме хистет.    Эпир таса чунпа хамăра шанса панă ĕçе пурнăçлатпăр. Спортпа туслă пулни пире кулленхи ĕçре те пулăшать. Манăн ĕç сахал мар, анчах та спорта çӳреме пур-пĕрех вăхăт тупнă. Пирĕн министерствăра фитнес-аэробикăпа ятарлă ушкăн та йĕркеленнĕ. Спорт мероприятийĕнче мала тухасса шанатпăр», - тенĕ Светлана Енилина журналистсене хуравланă май.    Пухăннă хăнасене, спорта юратакансене Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов сывлăх кунĕпе саламланă.   Юлашки çулсенче регионта спорт тытăмне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республикăри кашни районта спорт комплексĕсене хута янă. Паянхи куна 34 пин ытла яш-кĕрĕм ятарлă спорт объекчĕсене хăйсен ăсталăхне туптама çӳрет. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Ăмăртусенче канат туртассипе Çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви мала тухнă, хутăш эстафетăра Спорт министерстви пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, ЧР Администраци команди виççĕмĕшне тухнă. Мини-футболпа Ĕç министерствине çитекенни пулман. Фитнес-аэробикăра вара малти вырăна ЧР Администраци ушкăнĕпе Финанс министерстви тухнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков çĕнтерӳçĕсене наградăсемпе хавхалантарнă.Тĕплĕнрех



01 августа 2016
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter