Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Енри пултаруллă та ăста культура, вĕрентӳ учрежденийĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçни пирки калакан ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ паянхи канашлăва пухăннисене. Çитес çул валли культурăпа вĕрентӳ учрежденийĕсене халех çĕнĕлле проектсене хатĕрлеме пуçлама сĕннĕ. «Паха проектсене пурнăçа кĕртмелле.  Вĕсем республикăра пурăнакансен кăмăл-сипетне ырă енне улăштарма пулăшаççĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виталий Емельянов хăйĕн сăмахĕнче патшалăх тата муниципалитет контракчĕсем пирки чарăнса тăнă, 2016-мĕш çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсем пирки калаçнă.  Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене палăртас пулсан, Чăваш Ен закупкăсемпе РФ 4-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.  Тухăçлă ĕçлени куçкĕретех. Яваплăха туйса ĕçлемен предприятисем пирки те сăмах пуçарнă, малашне те контракт ыйтăвĕсемпе тимлĕ ĕçлеме асăрхаттарса хăварнă республика Ертӳçи. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина тĕрĕслев ыйтăвĕсем пирки калаçнă. Канашлура çĕр ыйтăвне çивĕч сӳтсе явнă. Калăпăр, «СВС-СТРОЙ» тата «Пластик» ТМЯОсен çĕршĕн аренда укçи 10 млн тенкĕ парăм пухăннă. Ыйтăва тĕплĕнрех Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков çутатса панă.   «СВС-СТРОЙ» ТМЯО та парăм 6 млн 371 пин тенкĕ пухăннă. Вĕсем тирпейлĕ ĕçлеменнине вырăнти ертӳçĕ çирĕплетсе хăварнă. Пĕр районшăн çак çӳлерех асăннă укçасем çав тери пысăк хак. Енчен те вĕсем укçасене вăхăтра тӳлесе пынă пулсан, паян муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика тата та вăйлăрах аталаннă пулĕччĕ тесе асăрхаттарнă Александр Казакова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пластик» ТМЯО ертӳçи Владимир Константинов  хăйĕн сăмахĕнче предприяти паянхи куна 8 млн 400 пин тенкине муниципалитет хыснине куçарса панине пĕлтернĕ, ытти парăмне те авăн уйăхĕнче парса татма шантарнă. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Резников хулари çуртсем таврашĕнчи çулсене тирпейлени пирки чарăнса тăнă. Кăçал пурĕ 90 млн тенкĕ çуртсем таврашĕнчи çулсене сарма укçа куçарнине асăннă Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра та çулсем сарас ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине пĕлтернĕ.  Объектсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслеме хушнă республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. Регионăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков докладра суйлавпа çыхăннă ĕç хучĕсем пирки чарăнса тăнă, ЧР Патшалăх Канашне депутат пулма кандидатсем регистрациленнине каланă, çак ĕç утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕçленнине асăннă. Маларах судпа айăпланнă çынсем партисен списокĕсенче пулнине пĕлтернĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей»,  «ЛДПР» партисенче пачах та çак çитменлĕх пулманнине çирĕплетнĕ.    Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виталий Емельянов ырă хыпар пĕлтернĕ, кăçал утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шеки хулинче пĕтĕм халăхсем хушшинчи III-мĕш фестиваль иртнине, унта Чăваш Енрен «Планета» тата «Телей» кафесем çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине каланă.



01 августа 2016
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter