Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ спортсменсемпе тренерсем, спорт юхӑмӗн хаклӑ ветеранӗсем, физкультурӑпа спорта юратакансем тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем!

 

Сире професси уявӗпе – Физкультурник кунӗ ячӗпе – чун-чӗререн са­ламлатӑп!

Чӑваш Ен – ҫӗршыври спортпа чи туслӑ регионсенчен пӗри. Эпир пирӗн па­тӑ­мӑ­р­та физ­культурӑпа пурте – ачасемпе аслисем те, ял ҫыннисемпе ху­лара пурӑ­накансем те – пӗр чӑрмавсӑр хутшӑнма пултарччӑр, спортпа ыт­ларах та ытларах ҫын туслаштӑр, пирӗн халӑх кӗрнеклӗ, эппин, лайӑх сыв­лӑхлӑ пултӑр тесе мӗн кирлине пурне те  тума тӑрӑшатпӑр.

Чӑваш Енре тӑватӑ пине яхӑн тӗрлӗ спорт сооруженийӗ ӗҫлет, вӗсенче пӗр вӑхӑтрах ҫӗр пине яхӑн ҫын спортпа хутшӑнма пултарать. Юлашки ҫул­сенче регионта ку чухнехи 50 ытла объект тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫав шутра – тӗнчери чи лайӑх стандартсене тивӗҫтерекен тӑрӑллӑ ҫӑмӑл атлетика манежӗ, «Шупашкар-Арена» Пӑр кер­ме­нӗ тата маун­тин­байк енӗпе Олимп вӑййисене хатӗр­ле­кен центр.

Спорт инфратытӑмӗ малалла аталанать. Хальхи вӑхӑтра биатлон тата ухӑпа перес енӗпе хатӗрлекен центр, шкул ҫумӗнче стадионсем тӑвас ӗҫ пырать.

Ҫакӑн пек лайӑх аталаннӑ пурлӑхпа техника никӗсӗ пулни пире Чӑваш Енре кашни ҫулах 1700 ытла спортпа массӑллӑ мероприятисем, ҫав шутра пӗтӗм Раҫ­ҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене, ирттерме май парать.

Паян Чӑваш Енре пурӑнакансен 40 яхӑн проценчӗ физкультурӑпа тата спортпа туслӑ.

Эпир сирӗнпе спортра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пултарасса ҫи­рӗп­пӗн шанса тӑратӑп!

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, хастар кӑмӑл тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунатӑп!

 

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                               М.Игнатьев



10 августа 2016
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter