Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

 


Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Ертӳçи Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва хутшăннисем Чăваш Республикин 2016-мĕш çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕр кăтартăвĕсемпе паллашнă, иккĕмĕш çур çул валли лартнă тĕллевсене сӳтсе явнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионăн стратегиллĕ аталану пайĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Пĕрле ĕçлесе пурăнмалла!» халăх программине пурнăçа кĕртессипе йышăннă тĕллевсем çинчен ытларах калаçнă. «Çулталăкăн çур çуллăхне  пĕтĕмлетнĕ май, пирĕн ĕçсем кал-кал пынине уçăмлăнах калама пултаратпăр. Тĕллевсене те эпир тĕрĕс палăртни куçкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Халăх шухăш-кăмăлне пĕлме, патшалăх программисем еплерех пурнăçа кĕрсе пынине курма, çынсемпе яланах тачă çыхăну тытма Чăваш Республикин Правительство пайташĕсем тăтăшах ĕçлĕ тĕлпулусем ирттереççĕ. Çакнах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çирĕплетсе каланă. «Строительство пайĕнче кăштах йывăрлăх пурри сисĕнет, анчах та вĕсене парăнтарса малалла ĕçлетпĕр, республикăра экономика вăй илсе çирĕпленсех пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики маларах 9-мĕш вырăнта пулнă пулсан, халĕ ӳсĕм тата та пысăкланнă, 2016-мĕш çулта 6-мĕш вырăна тухнă. Ку, паллах, пурне те савăнтарать. «Бизнеса аталантарса пыма витĕм кӳнисене пурне те чун-чĕререн  пысăк тав сăмахĕсем калатăп», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл. «Раççей Правительствипе республика ертӳлĕхĕ  тачă çыхăну тытса ĕçлени те куçкĕретех. Финанспа пĕлсе тата тухăçлă ĕçлесе пынине кура, Раççей Федерацийĕн хыснинчен республика бюджетне  каялла тавăрса памалла мар укçа 16 млрд куçнă. Кăтарту 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан  5,5 процент пысăкрах.  Чăваш Енĕн республика бюджечĕн  кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхри тупăшĕ 18 млрд 937 млн тенкĕпе танлашать, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 7,7 процент пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.   «Палăртма кăмăллă, промышленноç пайĕнчи ӳсĕм 114,9 процента çитнĕ. Ял хуçалăх тытăмĕ те кирлĕ пек аталанса пырать, тавар калăпăшĕ 109 процентпа танлашать.  Чăваш Енре ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи, пĕлтĕрхипе пăхас  пулсан 104,6 процент. Çулталăк вĕçленнĕ тĕлне шалу укçин  вăтам кăтартăвĕ  5-5,5 процент ӳсесси те паллă. Пирĕн тĕллев 2014-2015-мĕш çулсенчи çитĕнĕве упраса хăварасси», - тенĕ республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. «Енчен те халăхăн ĕç укçи шайĕ кирлĕ пек виçепе пулсан, экономикăшăн та  пархатарлă. Çынсем патне тĕрĕс хыпар илсе çитермелле.  Асăннă ыйтăва политика çине куçарса ямалла мар», - тесе асăрхаттарнă вăл.  Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтересси – патшалăх политикин приоритечĕ пулнине каланă Михаил Игнатьев. Пĕтĕмĕшле экономика лару-тăрăвĕ вăйсăрланса пынине кура, таварсен хакĕсем ӳсни курăнать.  ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн та тарифсем хăпараççĕ. «Сахал тупăшлă çемьесене ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн субсиди пама, республика бюджетĕнче укçа-тенкĕне пĕлтĕрхипе танлаштарсан 34 процент ытларах пăхса хăварнă. Экономикăри çитĕнӳсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра пурнăçласа пырассине çирĕп йĕрке тытса пымалла. Каялла чакма никамăн та сăлтав çук, тăрăшса малалла ăнтăлмалла», - тесе пĕтĕмлетсе каланă  хăй сăмахне Михаил Игнатьев. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă. 

 Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен калакан тĕп докладпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин калаçнă.  Чăваш Республикин промышленноç производствин индексĕн калăпăшĕ, Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăна тухнине ырă хыпара пĕлтернĕ вице-премьер.  Пысăк кăтарту çĕнĕ йышши, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисене производствăра тĕпе хурса ĕçленишĕн пулса пынине асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Предприятисемпе организацисем кулленех модернизациленни те çакнах çирĕплетнине каланă.  Çулран çул предприятисем хăйсен тавар калăпăшне ӳстерсе пыраççĕ.  Калас пулсан, пĕлтĕр миллиардник (тупăшĕ миллиард тенкĕрен иртнĕ предприятисем)  15 организацине шута илнĕ, халĕ вĕсен йышĕ 18 çитнĕ.  Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 32 предприяти миллиардник пуласси паллă. Çитĕнӳсен тепĕр кăтартăвĕ – ытларах та ытларах инвестици проекчĕсем хута кайни.  Кăçал пурĕ 5 çĕнĕ организаци уçăлнă,  вĕсенче 300 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  Çулталăк вĕçленнĕ тĕле предприятисем хăйсен производство калăпăшне ӳстерме тĕллев лартнă.   Владимир Аврелькин, паянхи бизнесра тăрăшакансем çĕнĕ таварсем те калăпласси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Таварсен çĕнĕ тĕсĕсене «Гравена Акрил», Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан комбинат», ЧЭТА», «ЭКРА», «Бреслер», Динамика» предприятисем çĕнĕ производство площадкисем уçсан кăтартса парĕç.   Кăçал промышленноç енĕпе пурĕ 50 инвестици проекчĕ пурнăçланасси паллă. Кадр ыйтăвĕ те кун йĕркинче. Енчен те специалистсем хавшак пулсан, предприятисем кирлĕ пек ĕçсене пурнăçласа пырайман пулĕччĕç.   Регионта ятарлă специалистсене хатĕрлекен вĕрентӳ центрĕсем те кулленех хута каяççĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйту та кирлĕ шайра пулса пырать.  Кăçалхи çур çулта предпринимательсен шучĕ пĕтĕмпе 30 процент ӳснĕ. Патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе 2,4  пин вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансем усă курнă.  Налук пуçтарас енĕпе те çитĕнӳсем пур. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне пурĕ предпринимательсенчен пухăнакан налук пайĕ 3,8 процент хăпарнă.  Чăваш Республикинче 5 пысăк хула шутланать.  Вĕсенчен икĕ хулине федераци пулăшăвĕ куçнă та.  «Сăнав канаш фондне авăн уйăхĕнче кăçал комплекслă инвестици проектне тăратма хатĕрленĕ.  Инвестицийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,4 млрд тенкĕ. Енчен те çак проекта пурнăçа кĕртсен, 2020-мĕш çул тĕлне Канаш хулинче 1100 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Çакăн йышши ĕçсене Сĕнтĕрвăрринче, Çĕмĕрлере те палăртса хунă», - тесе пĕлтернĕ Владимир Аврелькин.    Аш-какай тирпейлессипе ĕç кăтартĕвне пĕрремĕш çур çуллăхра 20,6 процент чухлĕ ӳстерме май килнине асăннă вăл. Атăлçи федераци округĕнче палăртнă кăтартупа Чăваш Республики иккĕмĕш хисеплĕ вырăнта тăрать, регионта сĕт сăвăмĕн кăтартăвĕ те хăпарни курăнать.  Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пайне аталанса пыма патшалăх енчен 1,2 млрд куçнă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтарту 2,3 млрд çитесси паллă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн харпăр хăй тупăшĕ ӳссе пынине каланă. Енчен те 2015-мĕш çулта пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнче 8-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ вара хисеплĕ 5-мĕш вырăна тухнă.  Паянхи пурнăç таппинче тухса тăракан тепĕр пысăк ыйту – халăха ĕçе сăмах вĕççĕн калаçса йышăнни тата «сăрă» ĕç укçин калăпăшĕ ӳсни. Саккунлă майпа тӳлекен ĕç укçин фондне тивĕçтерессине перекетлеме хăтланса хăшпĕр ĕç паракансем патшалăхĕн социаллă обязательствисене пурнăçлама кирлĕ пек укçа-тенкĕ шăпах налукран тӳлекен тата ытти тӳлеврен пухăннине манаççĕ. Кун пирки çирĕп асăрхаттарса хăварнă Светлана Енилина.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче регионти пысăк предприятисен ертӳçисем хăйсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.  «ЭЛАРА» АУО генеральнăй директорĕ Андрей Углов предприяти тупăшлă ĕçленине пĕлтернĕ,  пĕлтĕрхи кăтартуран пачах та кая мар тесе каланă.  Налуксене те вĕсем вăхăтра тӳлесе пыраççĕ, кăçал пурĕ 900 млн куçарнă (вĕсенчен 244 млн республика хыснипе Шупашкар хулине куçнă). «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче Раççейри экономика кризисне пăхмасăрах, вĕсен предприятийĕ ăнăçлă аталанса пынине пĕлтернĕ. Уйрăмах юлашки çулсенче строительство ĕçĕ вăй илсе пынине каланă.  Паянхи предпринимательсем çурт-йĕр анчах мар, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене те, заводсене, фабрикăсене хута яма пултараççĕ.  Калăпăр, «КЕТРА» таварĕсене Атăлçи федераци округĕпе Урал тăрăхĕнче анлăн усă кураççĕ.  «Ыранхи кун пирки шутламалла. Ытларах та ытларах çуртсем хăпартмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Организацисен, халăх хваттер туянма пая кĕрсе тӳленĕ укçа-тенкĕ çине таянса çеç çуртсем хăпартма юрамасть, предприятийĕн хăйĕн те тупăш пайĕ çителĕклĕ пулмалла.  Унсăрăн халăх пăтăрмаха та кĕрсе ӳкме пултарĕ», - тесе асăрхаттарнă вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта нумай ачаллă çемьесене, ветерансене, тăлăха юлнисене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес тĕллевпе сахал мар строительство ĕçне патшалăх витĕмĕпе пурнăçласа пынине асăнса хăварнă. Ку хутĕнче ларура ытти ертӳçĕсем тухса калаçнă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулăшу кӳнипе халăха ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă программа ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртнă. «Таса чунпа, яваплăха туйса ĕçе пурнăçласа пыракансене чун-чĕререн тав тăватăп.  Вĕсем налуксене те вăхăтра тӳлесе пыни куçкĕретех. Малашне те ăнăçлă ĕçлессе шанатăп, Раççей, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасса ĕненетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Республикăра вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе, спорта, культурăна аталантарса пырас ĕç кулленех малалла пырĕ. Чи пахи - медицинăра пысăк технологи вăй илсе пыни, инфратытăм çĕнелет.   Çитес вăхăтра çĕнĕ онкологи диспансерĕ хута кайĕ, клиника центрĕ çынсене пысăк пулăшу парĕ, шыçă чирĕпе аптранисен инкекне  вăхăтра чарса лартма витĕм кӳрĕ.  Енчен те маларах республикăра çак центрта 5 пин çынна çеç операци тума май килнĕ пулсан, халĕ вара çулталăкне 12 пине яхăн çынна пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май пулать. Çул-йĕр, общество тăнăçлăхне тытса пырас ыйтусем те республика Правительствин кун йĕркинчех. Коррупцине хирĕç кĕрешес ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынине палăртса хăварнă республика Ертӳçи. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче халăх РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлĕ.  Суйлав таса ирттĕр тесе регионта условисене çителĕклĕ йĕркеленĕ. Пурĕ ку хутĕнче суйлавра 7 политика партийĕ хутшăнассине каланă.  Чи кирли, регионта обществăлла политика лару-тăрăвне çирĕп тытса пырасси.

 



10 августа 2016
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter