Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Ен строительство отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире Строитель кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак паллӑ кун тӗрлӗ специальноҫлӑ, пултаруллӑ ӗҫ тӑвассине пур­нӑҫри тӗп тӗллев вырӑнне суйласа илнӗ нумай ҫыннӑн уявӗ шутланать.  

Чӑваш строителӗсен ӑсталӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ тата ӗҫри пысӑк явап­лӑхӗ республикӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те ырӑ ята тивӗҫнӗ.

Эпир республикӑри стро­ительство комплексне аталантарас ӗҫе, пу­рӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферинче йӗркелӳ ӗҫӗ­сене май килнӗ таран ансатлатса, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, тӑлӑх ачасемпе социаллӑ хӳт­лӗх кирлӗ ытти ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме пулӑшакан патшалӑхӑн ҫурт-йӗр пограммисене укҫа-тенкӗ уйӑрса, малалла та хавхалантарса пы­ма палӑртатпӑр.

Ача сачӗсем, шкулсемпе медицина учрежденийӗсем, культурӑпа спорт объекчӗсем тата производство пӳлӗмӗсем тумалли патшалӑх прог­раммисене пурнӑҫланине пула строительсен отрасль аталанӑвне пысӑк инвестицисем явӑҫтарма хушма майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Строительство бизнесӗнчи кашни тӑваттӑмӗш тенкӗ – бюджет укҫи, строительство сферине хывнӑ кашни тенкӗ вара экономикӑн пӗр-пӗ­рин­пе ҫыхӑннӑ отраслӗсенче  вунӑ тенкӗ чухлӗ услам кӳрет.

Мӗнпур строителе тӑрӑшуллӑ ӗҫшӗн, ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхшӑн, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп! Пирӗн пӗрлехи тӗл­лев – ҫынсене пурӑнмалли хӑтлӑ майсемпе тивӗҫтересси тата рес­пуликӑпа ҫӗршывӑмӑр аталанӑвӗ валли ҫирӗп никӗс хывасси. 

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, телей тата юратнӑ Чӑ­ваш Ен ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!   

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                М. Игнатьев 

 



10 августа 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter