Паян Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов ĕçлĕ визитпа килнĕ

 


Çитес 10 çулта Чăваш Республикинче хăмла пахчи ĕрчесе вăй илсе каясси никама та иккĕлентермест. Кун пирки паян Чăваш Республикине  Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов ĕçлĕ визитпа килнĕ май, тепĕр хут çирĕплетсех каланă. Палăртса хăваратпăр,  Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, паян çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Ял хуçалăх министерствинчен ĕçлĕ çул çӳреве  региона ятарлă представительсем килсе çитнĕ.  Тĕп тĕллев хăнасен – регионти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашасси, агропромышленноç пайĕшĕн тухăçлă ĕçлеме май паракан тытăмсем пирки сӳтсе явасси пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Джамбулат Хатуовпа республикăри хуçалăхсене çитсе килнĕ, вĕсен аталанăвĕпе кăсăкланнă.  Ертӳçĕсем Çĕрпӳре Чăваш Енри ял хуçалăхăн наукăпа тĕпчев институчĕн хăмла пахчине кĕрсе курнă, ятарлă специалистсемпе тĕл пулса канашланă.  Асăннă учрежденийĕн директорĕ Андрей Фадеев хăйĕн сăмахĕнче вĕсен предприятийĕ çулсерен хăмла сорчĕсене çĕнетсе пырассипе çине тăрса ĕçленине пĕлтернĕ. Вĕсен хăмла пахчи пĕтĕмпе 11 га çĕр лаптăкĕ çинче йышăнать. «Эпир 250 тĕрлĕ хăмла сортне упраса хăвартăмăр. 2009-мĕш çултан пуçласа тата та 8 тĕрлĕ хăмла ĕрчетрĕмĕр.  Малтанхи тапхăрсенче хăмла шăрши çине ытларах тимлĕх уйăрнă пулнă, халĕ эпир 2015-мĕш çултан пуçласа, хисепе чыслăн тытса пыратпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Сумлă хăна, паянхи ĕçлĕ çул çӳревре  шăпах та Раççей шайĕнче хăмлан тĕрлĕ сорчĕсене ĕрчетесси, малашнехи тĕллевсене палăртасси пулнине   асăнса хăварнă. «Хальхи вăхăтра сăра пĕçерекен предприятисем ытларах хамăр çĕршывра тирпейленсе тухакан таварсене тĕпе хурса ĕçлесшĕн. Хăй вăхăтĕнче, каламасăрах паллă, импорт вăй илнĕ пулнă», - тесе каланă  Джамбулат Хатуов.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта хăмла çитĕнтерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ хăнана.  «Çулталăкне предприятисем 1,5 пин тонна тавар тирпейлеме тĕллев лартаççĕ. Вăрăма тăсăлса пыракан инвестициллĕ проект шутланать – хăмла лартса çитĕнтересси. Сахал мар тăкакланмалла, анчах та каярах вара тупăшне те чылай пани куçкĕретех», - тенĕ вăл.  Çӳлерех палăртнă районта ертӳçĕсем «Чувашхмельпром» АУО пулнă.  2015-мĕш çулта организаци çĕнĕ йышши хатĕрсем туянса, тавара çĕнĕ технологипе калăплама пуçланă.  «Авăн уйăхĕнче хута каякан çĕнĕ хатĕр – регионта влаçпа инвесторсем, аграри пайĕнче тăрăшакансем тухăçлă ĕçленине çирĕплетеççĕ.  Раççей Правительствин тĕллевĕ – çĕршывра хăмлана лартса çитĕнтерме патшалăх уйăракан хăш пулăшăвĕсем тухăçлă пулнине палăртасси.  Тепĕр пысăк тĕллев – тавар тирпейлекенсене пĕр чăмăра пухса,  пĕр-пĕрин паха опычĕсене тĕпе хурса ĕçлесси.    Хăмла лартса çитĕнтересси çине анчах мар, ăна Европа шайĕнчи рынока илсе çитересси те кун йĕркинчех пулмалла», - тесе каланă Раççей ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ. Паянхи куна çак çӳлерех асăннă предприяти Раççейри сăра туса кăларакан организацисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Пĕлтĕр предприяти 200 тонна хăмла тирпейлесе пуçтарнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Джамбулат Хатуов регионти  ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Çĕршывра аграри енĕпе тытса пыракан политика Чăваш Енре тапхăр-тапхăрăн ăнăçлă пурнăçланса пырать», - тенĕ.  «Эсир хăмла лартса çитĕнтермелли  технологине упраса хăварнă регионсенчен пĕри шутланатăр.  Шанатпăр, республикăра çак ĕç вăй илсе каясса», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта халăх тăван çĕре юратнине, хăмла лартса çитĕнтерес ĕç çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.  Шупашкар районĕнче Лапсарта хăнасем «Юрма» ТМЯО кĕрсе курнă.     Чăннипех те, çак предприяти республикăра чи пысăккисенчен пĕри шутланать.  Кунта чăх-чĕп тирпейлессипе куллен ĕçлеççĕ, тĕрлĕ таварсем калăплаççĕ. Организацийĕн ертӳçи Владимир Ермолаев хăйĕн сăмахĕнче кăçал предприяти пĕлтĕрхипе танлаштарсан тупăшлă ĕçленине пĕлтернĕ.   Кăçал 6 уйăхра 8,8 млн çăмарта пухса илнĕ, аш-какай 22,7 пин тонна тирпейленĕ.  Республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăç таппинче ял хуçалăх тытăмĕпе ĕçлеме лайăх пулнине асăннă.  «Эпир хамăр енчен предпринимательсене витĕм кӳме тăрăшатпăр, кирлĕ пек пур условисене те çителĕклĕ хатĕрлетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Паян сумлă хăнасем «Промтрактор» АУО, Тăвай районĕнчи «Фирма Акконд-Агро» предприятисенче те çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă.  Тĕплĕнрех

 



11 августа 2016
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter