Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортсменсене, тренерсене, спорт юхăмĕн ветеранĕсене, физкультурăпа спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортсменсене, тренерсене, спорт юхăмĕн ветеранĕсене, физкультурăпа спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене  халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă.  Паллă пулăма, Физкультурник кунне, Чăваш патшалăх филармонийĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков çӳлерех асăннă тытăмра ĕçлекенсене саламланă май, спортри çитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, Чăваш Енре пурăнакансенчен 39 проценчĕ кулленех хăйсен сывлăхне çирĕплетме тĕрлĕ спорт учрежденийĕсене çӳренине пĕлтернĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче йышăнса хăварнă юхăм ГТО вăй илсе пынине, Чăваш Республикинче пурăнакан 50 пин çын хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма та ĕлкĕрнине каланă. «Кăтартăва 30 процента çити хăпартма тăрăшăпăр. Хальлĕхе ГТОн официаллă порталĕнче  регионта пурăнакан 90 пин çын регистрациленме те ĕлкĕрнĕ. Раççейре пирĕн республика  йышлă регистрациленнĕ вунă субъект шутне кĕнĕ», - тесе каланă Сергей Шелтуков.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те Физкультурник кунĕпе саламланă, спорт юхăмне аталантарас ĕçе хăйсен тӳпине хывакансене пурне те чĕререн тав тунă, спортпа туслисене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнӳсем суннă, Раççейре те Чăваш Енре те спорта аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Республикăра çĕнĕ инфратытăм йĕркеленнĕ. Юлашки çулсенче пурĕ регионта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 50 ытла спорт объектне çĕклесе лартнă.  Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 6 миллиард тăкакланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçсем малашне те пулса пырассине çирĕппĕн каланă.  Ухă пеме тата биатлонпа ăмăртма ятарлă центрсем шкулсен çумĕнче пулĕç, вĕсен строительство ĕçĕсем те хĕрӳ пыраççĕ.  Палăртма кăмăллă, ялсенче конькипе ярăнма, хоккейла выляма та спорт площадкисем çителĕклĕ, çак ĕçе муниципалитетсене витĕм кӳнĕшĕн тав тунă Михаил Игнатьев.  Раççей Спорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура,  Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетикăпа ăсталăха туптама ятарлă стадион хута кайнă. «Шанатăп, малашне те пирĕн спортсменсем тĕнче шайĕнче тата та пысăк çитĕнӳсемпе палăрасса», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çак кун спортсменсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, гирĕ пуканĕ çĕклессипе Раççей спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов саламланă.  Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, Правительство пайташĕсене, çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарнине, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентсе пынине каланă. Яланхиллех уявра çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



11 августа 2016
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter