Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă.  А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне еплерех хатĕрленсе пынипе кăсăкланнă.    Татьяна Ершова шкул директорĕ  çитес вĕренӳ çулĕнче пĕтĕмпе 164 ача пĕлӳ пухма килессине пĕлтернĕ, вĕсенчен 14-шĕ пĕрремĕш хут парта хушшине ларнине асăннă.   Вĕрентӳ учрежденийĕн икĕ шкул автобусĕ пур, вĕсемпе 19 ялтан ачасене шкула илсе çӳретеççĕ.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕпе   Дмитрий Ливановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине, вĕренӳ пайне малалла аталантарасси пирки, шкулсене çĕнĕ вĕренӳ тапхăрне хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ шкулти классене пăхса çаврăннă, апатлантару уйрăмĕпе кăсăкланнă, музей ĕçĕпе паллашнă.  Шкул директорĕ хăйĕн сăмахĕнче, юлашки çулсенче патшалăх пысăк пулăшусемпе тивĕçтернине кура, вĕрентӳ учрежденийĕ илемленсе, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе пуянланса пынине асăннă.  2015-2016-мĕш çулсенче шкулăн инфратытăмне çĕнетме пĕтĕмпе 3 млн тăкакланă.    Шкулта сусăр ачасене вĕрентес тата вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе парас ыйтусем çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Спортзал таса та хăтлă, вырăнти бюджетран спорт хатĕрĕсене туянма укçа-тенкĕ те уйăрнă. «Çак ĕçсене малашне те йĕркелесе пыма тăрăшăпăр. Ачасен сывлăхĕ çирĕп аталанса пытăр тесен, пур условисем те çителĕклĕ пулмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурссен çĕнтерӳçи, чăваш чĕлхине вĕрентекен  Александр Степанов, тăван чĕлхе учителĕсене валли, енчен те ачасем Раççей шайĕнче ăмăртусене мала тухаççĕ пулсан, ятарлă грантсем тума май пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлнĕ.  Тăван çĕршыва юратасси – чи малтанах тăван çĕре, тăван тавралăха, тăван чĕлхене, йăла-йĕркепе культурăна хисеплеме пĕлнинчен килет.  Çӳлерех асăннă шкулта ачасен çуллахи кану вăхăтĕнче этнолагерь ĕçленине, кунтах этномузей та уçма тĕллев лартнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Регион Ертӳçи шкулта видеосăнавсем пуррипе çукки пирки кăсăкланнă,   Чăваш Республикин Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствине регионта пĕрлехи çирĕп йĕрке йышăнса хăварма сĕннĕ.   Вырăнти халăх ыйтăвĕсене итленĕ, вĕсене хурав панă республика Пуçлăхĕ.  Çынсене ытларах çул-йĕр сарас, ял хуçалăхне аталантарас,  ача сачĕсене уçас ыйтусем кăсăклантарнă.

 Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳлĕхĕпе Игорь Николаевпа тата Ростислав Тимофеевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  Ертӳçĕсем районта промышленноç пайне аталантарас ыйту пирки калаçнă.  Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче çулталăк вĕçленнĕ тĕле палăртнă плана туллин пурнăçлама шантарнă.   Промышленноç производствин индекс калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен 6-7 процент ытларах ӳснине палăртнă.  Районта ял хуçалăх пĕр тан аталанать.  Малашлăх та  лайăх пулассине, ĕнер Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов регионта ирттернĕ канашлу вăхăтĕнче тепĕр хут итлесе ĕненнине каланă Ростислав Тимофеев.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетăн пуласлăхĕ пысăк пулнине палăртнă.  Районта ял хуçалăх аталаннине, халăх ĕçе, çĕре хисепленине пĕлтернĕ.  Яланхиллех, ку хутĕнче те нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелес, ЖКХ ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех пулнă.    Паян Михаил Игнатьев муниципалитет активĕпе районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене пăхса тухма палăртнă, çитес çур çуллăх валли тĕллевсене тишкерĕç.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусемпе пурне те уçăмлăн калаçма чĕнсе каланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе тимлĕ ĕçленĕшĕн район ертӳлĕхне ырланă Михаил Игнатьев.  Муниципалитетра пур шкулсем те çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе çитнĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ростислав Тимофеев калаçнă. «Кăçалхи  пĕрремĕш çул çуллăхри ĕç кăтартăвĕсем хăш-пĕр енпе чакни сисĕнет, анчах та ял хуçалăх пайĕнче çитĕнӳсем çук мар», - тенĕ вăл. Налуксем пухассипе ĕçсем аван, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 6,8 процент чухлĕ пысăкланнă. Ял хуçалăх таварне тирпейлесе, тупăша ултă уйăх хушшинче 357 млн тенкĕлĕх пуçтарнă. Каллех, пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, 8,8 процент нумайрах. Районта выльăх-чĕрлĕх шучĕ ӳснĕ, сĕт сăвăмĕ те хăпарнă.  Канашлăва пухăннисене муниципалитет ертӳçи Ростислав Тимофеев ытларах инвестици проекчĕсем пирки каласа кăтартнă. Ял хуçалăхра тăрăшакансен шалу укçин виçи пысăк пулнине палăртнă. Районта халăха хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси, нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр, çĕр  ыйтăвĕсене татса парас ĕç те кирлĕ пек пурнăçланса пырать.  Çынсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн взноса тирпейлĕ пуçтарнине асăннă, халлĕхе вăл 65 процента çитнине пĕлтернĕ.  2016-мĕш çулта Чăваш Республикин çурт-йĕр   фондĕнчен  тата федераци хыснинчен пĕтĕмпе Муркаш районĕнчи çулсене сарма 58 млн 602 пин тенкĕ куçарса панине асăннă.  Районта ытларах «Автодорсервис», «ЧебДор», «Вереск», «ПГС-1» ТМЯОсем ĕçленине каланă вырăнти ертӳçĕ, объектсене çирĕп тĕрĕслевре тытнине палăртнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялсенче халăх çĕр пайĕсемпе епле ĕçленине ыйтнă.  Çынсем район центрĕнче çутăпа тивĕçтерме май пуррипе çуккине кăсăкланнă.  Ыйтăва хуравланă май, татса пама хушса хăварнă, яваплисене çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

 Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова районта вĕренӳ пайĕ кирлĕ пек шайра аталанса пынине палăртнă.  Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче те вĕрентекенсем тăтăшах малти вырăнсене тухнине пĕлтернĕ.   Район вĕренӳ пайне вырăнти бюджетран укçа уйăрать, ку вара ыттисемшĕн пысăк тĕслĕх пулнине ырласа каланă вăл.

 Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Ольга Ланцова районта вак тата вăтам предпринимательлĕх çирĕп аталаннине, вĕсен шучĕ ӳссе пынине палăртнă.  Халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту лайăх пурнăçланать районта, республика шайĕнче те тĕслĕх вырăнĕнче. «Отрада» ТМЯО усал эрех-шĕвеке халăха улталаса сутнă тĕслĕхе тупса палăртнă. «Ку организаци пирки тăтăшах халăх çăхав çырать.  Пуш уйăхĕнче кун пирки асăрхаттарнăччĕ. Саккуна пăхăнманнисене çийĕнчех явап тыттармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. 

РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев   ялсенче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрсах ĕçлемеллине, укçаллă çынсене явăçтарса, тыр-пул тухăçне пуçтарса илме тăрăшмаллине каланă. 

  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Муркашра шкулсенче спортзалсем илемленсе пынине, ачасене валли çителĕклĕ условисем пуррине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнине, патшалăх хăй енчен  пулăшăва региона федераци хыснинчен вăхăтра куçарса панине пĕлтернĕ. «Ачасем – пирĕн пуласлăх.  Эпир ытларах та ытларах вĕренӳ пайне укçа-тенкĕ уйăрма тăрăшатпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов муниципалитет хăйне евĕр лайăх аталанса пынине каланă.    Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăста та пултаруллă, вĕсенчен кашни  - ялта пурăнакансен  пурнăç условийĕн шайĕ лайăх пултăр тесе тăрăшнине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет малалла шанчăклăн ăнтăлнине палăртнă. «Влаçпа пуçаруллă çынсем тата предпринимательсем хушшинче тачă çыхăну пулмалла. Ун чухне çитĕнӳ пуласси куçкĕретех», - тенĕ  Николай Угаслов.  Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 256,2 млн танлашнине пĕлтернĕ.

«Путь Ильича» агрофирма директорĕ Олег Дельман вĕсен предприятийĕ харпăр хăй тупăшĕпе производствăна модернизациленине каланă. Çитес вăхăтра ферма хута яма палăртнă, анчах та патшалăх пулăшăвĕ пулсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.   «Федераци тата республика шайĕнче пулăшу пулĕ. Вырăнти ертӳлĕхĕн агрофирмăна анлăланма çĕр лаптăкĕсене уйăрса пама витĕм кӳме тăрăшмалла», -  палăртнă республика Пуçлăхĕ. Çак кун  вăл халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.   Муркашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕçлекен Наталья Андреева пуçлăхсене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. «Çамрăк çемьесене çав тери пысăк пулăшу. Ялта ĕçлес килет, пурăнма условисем çителĕклĕ», - тесе каланă вăл.  «Республика Правительстви малашне те ялсенче пурăнма условисем йĕркелесе парасси çине пысăк тимлĕх уйăрĕ. Сывлăх сыхлавне, вĕренӳпе, спорта та аталантарма  сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнă.  Пирĕн тĕллев – ялсенче çĕнĕ ĕç вырăнăсем хатĕрлесси. Çитĕнекен ăрăвăн яла юратмалла, пурăнма юлмалла»,- тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев.  Яланхиллех ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

 



12 августа 2016
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter