Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Джамбулат Хатуовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Джамбулат Хатуовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, регионти ял хуçалăх пайĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă,  малашнехи тĕллевсене палăртнă.  Чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Ял хуçалăх министерствине региона пысăк пулăшу панăшăн, тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Пирĕн республикăра выльăх-чĕрлĕх, ӳсен-тăран акса çитĕнтерессипе кăтартусем ӳсĕмлĕ пулса пыраççĕ. Эпир çĕр ĕçченĕсене ытларах та ытларах инвесторсене явăçтарма, ялсенче пурăнакан çамрăксем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме сĕнетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сумлă хăна патшалăх тивĕçтерекен пулăшу агропромышленноç пайне аталанма пысăк витĕм кĕнине асăннă. «Эпир Чăваш Енри ĕçсене курса ĕнентĕмĕр, çĕр ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем пысăк, пур те кăмăллă юлтăмăр. Юлашки çулсенче вăй илсе кайнă инвесторсем уйрăмах савăнтараççĕ.     Эсир аграри политикине çирĕп тытса пыни куçкĕретех. Сирĕн команда тухăçлă ĕçлет», - тенĕ Джамбулат Хатуов. Регионта хăмла лартса çитĕнтерес ыйту пирки сăмахланă. Асăннă ыйтупа республика стратегиллĕ шутланать.  «Сирĕн ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ кăтартуллă ĕçлет. Раççей Правительстви Ял хуçалăх министерствине  хăмла лартса çитĕнтерме пулăшу кӳрекен программăна хатĕрлеме хушнă, унпа та кĕçех ĕçе тытăнăпăр», - пĕлтернĕ ырă хыпара Джамбулат Хатуов.  «Чăваш Енре хăмлана хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологине пăхăнса тирпейлеме ятарлă хатĕр туяннă, çитес вăхăтрах вăл хута кайĕ, ĕç малашне тата та ăнăçлă пурнăçланса пырасса ĕненетпĕр. Хăй вăхăтĕнче республикăра хăмла 3-3,5 пин тонна тирпейлесе кăларнă.  Ку сирĕн çитĕнӳ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Калаçу вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ыйту пирки те сăмах пуçарнă. Çĕнĕ фермăсем хута ярасси çине те тимлĕх уйăрассине палăртнă Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш  çумĕ. «Тин çеç ĕçе кӳлĕнекен фермерсене патшалăх пулăшупа тивĕçтерĕ. Çак тĕллевсем пĕтĕмпех сирĕн регионта пурнăçланассине шанатпăр, сĕт тухăçлăхĕ тата ӳсессине ĕненетпĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Сумлă хăна Джамбулат Хатуов республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем каланă.   Тĕплĕнрех      

 



12 августа 2016
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter