Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. «Чăваш строителĕсен ăсталăхĕпе ĕçченлĕхĕ тата ĕçри пысăк яваплăхĕ республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те ырă ята тивĕçнĕ. Мĕнпур строителе тăрăшуллă ĕçшĕн, çӳллĕ шайри ăсталăхшăн, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватăп», - тесе каланă хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Строительство сферинче кулленех çĕнĕ технологисем вăй илсе пыни куçкĕретех.  Халăх валли хăтлă хваттерсем çĕкленсе лараççĕ. Чăваш Республикинче ĕçлекен строительсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ.  Раççей Федерацийĕн Строительство министерстви те çакнах çирĕплетнĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    Кăçалхи çур çуллăхра строительство тытăмĕнче кăштах ӳсĕм чакнă пулин те, регионта 220 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса лартнă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтартăва 720 пин тăваткал метр чухлĕ çитерме тĕллев лартнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх ипотека кредичĕпе анлăн усă курма пуçланине те палăртса хăварнă. Кивçене каялла тавăрса памалли процент пĕчĕкленни çав тери паха. Тепĕр çитĕнӳ пирки те аса илсе хăвармалла, строительство сферинче тăрăшакансене объектсене хута яма ĕç хучĕсене йĕркеленĕ чухне сăлтавсăрах чăрмавсем тупăнассинчен çирĕп йĕркепе тĕрĕслесе пыраççĕ. Çĕр лаптăкĕсене уйăрнă çĕрте строительство ĕçне комплекслă пурнăçлама сĕннĕ Михаил Игнатьев. Хальхи вăхăтра регионта пĕтĕмпе строительство енĕпе 56 проект пурнăçланать.  Сăмаха май, хулан историллĕ вырăнĕсене упраса, чăрмав кӳмесĕр çĕнĕ объектсене çĕклесе пымаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Уява пухăннисене çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков ăшшăн саламланă.   Кăçал, 2016-мĕш çулта строительство пайне аталантарса пыма патшалăх енчен 12 млрд тенкĕ куçассине пĕлтернĕ.  Строительсене çакăн пекех уяв ячĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ  Евгений Тертышный,  Чăваш Енри строительсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Энвер Аблякимов саламланă. Яланхиллех ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса тивĕçтернĕ.



12 августа 2016
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter