Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Элĕк районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Элĕк районĕнче çӳренĕ. Районта ял хуçалăх енĕпе лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕринче «Новый путь» кооперативра, тырă аласа типĕтсе кĕртекен ятарлă объектра пулнă. Хуçалăх ĕçе кирлĕ пек йĕркеленине палăртнă. Автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри тырă складне тавара илсе çитерсе пушатнине курса ĕненнĕ.   Палăртмалла, тырă упрамалли пӳлмене кăçал хуçалăх çĕнĕрен хута янă. Кооператив ертӳçипе Иван Игнатьевпа курнăçнă май,  республика Ертӳçи Михаил Игнатьев хуçалăхăн лару-тăрăвне сӳтсе явнă. Вырма ĕçне, уйсенче кĕрхи культурăна акса хăварма çĕртме тăвассине, вăрлăх хатĕрлессине тата ытти ыйтусем тавра канашланă.  Иван Игнатьев, хуçалăх ертӳçи,  вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, уйран тыр-пула çурри ытла пухса кĕртнĕ, тухăç вăтамран пĕр гектартан 23,5 ц тухать.   Михаил Игнатьев уйран тыр-пула çухатусăр пухса кĕртме сĕннĕ. «Ĕçлекенсем çителĕклĕ.  Студентсем те пулăшу параççĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Иван Игнатьев.  Çуллахи канăва çамрăксем усăллă ирттернĕшĕн республика Пуçлăхĕ ырланă. «Эсир вĕренетĕр те, ĕçлетĕр те. Ялти ĕç пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшать», - тенĕ вăл.  Сăмаха май, ялта пурăнакансем харпăр хăй хуçалăхĕсене епле тытса пынипе те кăсăкланнă,  ĕç укçин    виçине те ыйтса пĕлнĕ.  «Ĕçлеме условисем пулсан,  пурăнас та килет ялта, ĕç те кал-кал пырать», - тесе пĕр харăссăн каланă хуçалăхра тăрăшакансем. Çак кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, актуаллă ыйтусем тавра канашланă.  Ертӳçĕсем усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессине, демографи лару-тăрăвне пăхса тухнă. Республикăра йышăннă программăсемпе çивĕчрех ĕçлемелли пирки калаçнă. Районта 8 пин га усă курман çĕр лаптăкĕсене шута илнине пĕлтернĕ  район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов.  Çĕр халăх пуянлăхĕ – унăн хуçи яваплă çын пулмаллине каланă Михаил Игнатьев. Паян муниципалитет активĕпе районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухĕç, çитес тапхăр валли тĕллевсене палăртĕç. «Кăçал Элĕк районĕнче Республика кунне хатĕрленсе сахал мар ĕç пурнăçланă. Район илемленнĕ. Кунта килме те питĕ кăмăллă», - тесе пуçланă хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕçĕн пахалăхне кура, малашне те патшалăх енчен пулăшу пулассине çирĕплетсе каланă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Элĕк район адмнистрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тухса калаçнă. Муниципалитетра предприятисем тупăшлă ĕçлеççĕ, халăхăн ĕç укçи вăтамран 17 пин ытла, парăмсем çук, çурт-йĕр хута ярасси те кирлĕ пек пулса пырать. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев федераллă тытăмсемпе, республикăпа муниципалитетăн тачă çыхăнса ĕçлемелли уйрăм самантсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.     Тĕплĕнрех

 



12 августа 2016
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter