Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Джамбулат Хатуовпа регионта агропромышленноç пайĕнче вăй хуракансемпе канашлу ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Джамбулат Хатуовпа  регионта агропромышленноç пайĕнче вăй хуракансемпе канашлу ирттернĕ.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Правительство членĕсем, федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисем, республикăри муниципалитетсен пуçлăхĕсем, банк сферинче тăрăшакансем тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.  Тĕлпулăва пухăннисем регионта ял хуçалăх пайне аталантарас ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра кăçал вырма ĕçĕ тухăçлă пулнине, пĕлтĕрхипе танлаштарсан тыр-пула ытларах пухса кĕртнине ырă хыпара каланă. «Чăннипех те, регионта уй-хиртен тырра пухса илме питĕ ăнăçлă, çанталăкĕ те аван», - тесе палăртса хăварнă.   Чи пахи тата ял хуçалăх тавар хакĕ те кирлĕ пек шайра пулни.  Хуçалăхсенче ĕçлекенсен тупăш пайĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республикăра хăмла лартса çитĕнтерес ĕç çине хуçалăхсем пысăк тимлĕх уйăрнине те асăнса хăварнă, паянхи пурнăç таппишĕн уйрăмах пысăк витĕмлĕ пулнине каланă.  Сăмаха май, Михаил Игнатьев республикăра сĕт-çу, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тухăçлă ĕçлекенсене те чĕререн тав тунă.  «Агропромышленноç пайĕнче çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртес текенсемшĕн – эпĕ пулăшуçă пулма тăрăшăп. Регионта ял хуçалăх пайĕнчи çитĕнĕве çирĕп тытса пымалла», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. «Влаçра ĕçлекенсен тĕллевĕ - хамăр тăрăхра ял хуçалăх таварĕсене  тирпейлесе кăларакансене витĕм кӳресси.  Вĕсен сĕнĕвĕсене шута илмелле, кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратмалла», - тенĕ вăл.  Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрне Александр Ткачева тата вăл ертсе пыракан ĕç ушкăнне пирĕн республикăна тимлĕх уйăрнăшăн, пулăшу панăшăн тав сăмахĕсем каланă.  Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов Министр ячĕпе мероприятине пухăннисене саламланă, республика ертӳлĕхĕн ĕçне пысăка хакланă, инвесторсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме меллĕ условисем йĕркеленĕшĕн ырланă.  Сăмаха май, сумлă хăна федераци енчен куçакан патшалăх пулăшăвĕсем пирки  тĕплĕн каласа кăтартнă, малашне те сĕт-çу таварне тирпейлессипе çине тăрса ĕçлеме сĕннĕ, çĕршывшăн çак ĕç питĕ пархатарлă пулнине каланă.  Хăмла ĕрчетес ыйту та кун йĕркинче.  Хуçалăхсен çак çул-йĕре çирĕп тытса пымалла.  Пирĕн регионта  хăмла лартса çитĕнтерекенсене ырласа хăварнă, ыттисемшĕн тĕслĕх тесе палăртнă. «Патшалăх енчен пулăшу куçасси паллă. РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики çак ĕçпе малта пыракан регион пулассине эпир нимĕн иккĕленмесĕрех калама пултаратпăр», - тенĕ сумлă хăна Джамбулат Хатуов.  Тепĕр ыйту – çĕр улмине тирпейлесси, ку енĕпе те çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. «Çĕршыв экономикине çирĕплетсе ӳстерсе пырассинче - АПК аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Малашне те патшалăх çак асăннă тытăма пулăшу куçарĕ, анчах та пурин те укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăçлă ĕçлемелле», - тенĕ вăл.  Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине, акса çитĕнтермелли вăрлăхсем хатĕрлессине тата ытти нумай ыйту тĕплĕн сӳтсе явнă канашлăва пухăннă ертӳçĕсем.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов регионти ял хуçалăх пайĕнчи тĕп кăтартусем  пирки чарăнса тăнă, тĕллевсемпе паллаштарнă.  Республикăра тупăшпа ĕçлесе пыракан хуçалăхсем 87 процента çитнине асăннă.  Ял хуçалăх таварне тирпейлес ыйту та кирлĕ пек шайра пулса пынине, кăтарту 109 процента хăпарнине каланă.  Хими, ӳсен-тăран, механизаци енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев хăйĕн сăмахĕнче пысăках мар Чăваш Республики, Атăлçи федераци округĕнче ял хуçалăх енĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă, кулленех  республикăра тыр-пул тухăçĕ ӳснине палăртнă. «Ольдеевский» агрофирма çĕршывра чи анлă сарăлнă предприяти пулнине каланă.   Çак кун ял хуçалăхĕнчи чи актуаллă ыйтусене тишкернĕ, малашнехи тĕллевсене палăртса хунă ертӳçĕсем.    Тĕплĕнрех



12 августа 2016
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter