Эсир хуласем çĕклетĕр!
Строительсем ĕнер хăйсен професси кунне паллă тума Шупашкарти филармони çуртне пухăнчĕç. Хирĕçех асфальт хуракан машина ĕçлет — строительсем хăйсен праçникĕнче те алă усса лармаççĕ çав. Филармони фойинче вара строительство организацийĕсем хăйсен стенчĕсене вырнаçтарнă, Красноармейскинчи кирпĕч завочĕ хăйĕн продукцине те илсе килнĕ — пăхмалăх, тишкермелĕх пур.
Зала кĕриччен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çак куравпа паллашрĕ. «ТУС» фирма завочĕн хайхи продукцийĕпе паллафшнă май кирпĕче ăçта вырнаçтарнипе кăсăкланчĕ. Николай Угаслов гендиректор продукцие республика тулашне те ăсатнипе пĕрлех склад валли те ĕçлеме тивнине пытармарĕ. Çынсем хваттер туянасси чакнине кура строительство отраслĕ çăмăл мар лару-тăрура пулнине çак самант та çирĕплетет.
«Старко» фирмăн Атăл хĕрринче çĕклекен çӳллĕ-çӳллĕ çуртсене сăнлакан стендне пăхнă май Михаил Васильевич тĕп хула администрацийĕн юнашарах тăракан пуçлăхне Алексей Ладыкова ӳпкелесе те илчĕ: «Ку çуртсем пĕтĕмпех хупласа хураççĕ. Капла историе кĕрсе юлатпăр вĕт...» Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарта «небоскребсем» тăвассине хирĕç тени хăлхана кĕнĕччĕ-ха — чăнласах-мĕн. Çапах Ладыков та парăнмарĕ: çуртсем илемлĕ пулни çинчен каласа тӳрре тухрĕ. Михаил Васильевич халăх умĕнче тавлашас темерĕ ахăр — темăна тăсмарĕ, зала иртрĕ.
Унта пухăннă строительсене вара чи малтанах вице-премьер — строительство министрĕ Олег Марков саламларĕ: «Эсир — чи пархатарлă професси представителĕсем. Сире çурт-йĕрĕн çĕр-çĕр пин тăваткал метрĕшĕн тав тăватăп!» Олег Иванович экономикăри йывăрлăхсем иртнĕ çултан строительство отрасльне те çăмăл мар лару-тăрăва кĕртсе ӳкернине пытармарĕ. Çапах строительсем алă усмаççĕ. Юлашки вăхăтра хута янă социаллă объектсемех мĕне тăраççĕ: Пăр кермен, вун-вун садик тата фельдшерпа акушер пункчĕ, индустри паркĕ тата ыт.те. Вăл Раççей Правительстви çитес çултан строительство отрасльне тĕревлемешкĕн 20 миллиард тенкĕрен кая мар уйăрас ыйтăва тишкернине палăртрĕ — çак пулăшу Чăваш Ен строителĕсене те алă-ура çавăрса яма май парас шанăç пур.
Çак шухăшпа Михаил Игнатьев та килĕшет:
— Эсир çурт-йĕр çĕклес енĕпе тĕслĕх кăтартатăр: архитектура енĕпе те, çурт-йĕр хăтлăхĕ тĕлĕшпе те. Пирĕн хуласемпе райцентрсен сăн-сăпачĕшĕн хăйнеевĕрлĕх кăтартуллă, ăна упраса хăвармалла. Патшалăх енчен отрасле кӳрекен пулăшу упранса юлнă, федераци центрĕ енчен те тивĕçлĕ мерăсем пулĕç. Çав шутра — ипотека. Кăçал кăна çынсем çак мелпе 7 миллиард тенке яхăн кредит илнĕ — 11,5-12,5% танлашакан виçепе. Çакă строительсене тĕревлет. Хамăр енчен сире кал-кал ĕçлемешкĕн пулăшма бюрократипе çыхăннă мĕнпур чăрмава сирме тăрăшатпăр. Строительствăна хывакан бюджет инвестицийĕсен калăпăшĕ кăна кăçал 12 миллиард тенкĕпе танлашать.
Ĕçне кура — чыс та хисеп. Наградăсене тивĕçнисен йышĕ самай пысăк. 3-мĕш стройтрест каменщикĕ Владислав Борисов, СУ-28 бригадирĕ Наталия Маркова, Патăрьелĕнчи МТС прорабĕ Александр Цветков, «Алза» ОООн участок пуçлăхĕ Игорь Васильев, «Центр» СК штукатур-малярĕ Анна Григорьева, «Чэстр-Групп» электросварщикĕ Альберт Федоров тата ыттисем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç. Михаил Игнатьев кашнинех алă тытса тав турĕ.
Уява сцена ăстисем хăйсен юрри-ташшипе илем кӳчĕç.
Николай КОНОВАЛОВ