«Халăх пире шанасси - эпир пĕрле килĕшсе ĕçленичен пĕтĕмпех килет», - тенĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ачасен çуллахи канăвне регионта епле ирттернин ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Пĕрремĕш виçĕ сменăра пурĕ 82 459 ача каннă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 13,6 процент нумайрах.  Пĕтĕмпе ачасен канăвне йĕркелеме 301,16 млн тăкакланă, 2015-мĕш çулхипе пăхас пулсан 30,7 процент ытларах укçа уйăрнă.  Çуллахи канăва йывăр лару-тăрăва лекнĕ, сахал тупăшлă çемьесенче ӳсекен ачасене явăçтарнă.  Калăпăр, кăçал кун пек категорире тăракан 2474 ача пулнă. Кăтарту, каллех пĕлтĕрхипе танлаштарсан пысăк 24,1 процент.   Ачасене çуллахи кану вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.  Пĕтĕмпе 252 организаципе ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ, пурĕ 5015 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 3374-шĕ йывăр çемьесенче  çитĕнекеннисем. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова легерьсенче вожатăйсем тирпейлĕ ĕçленине, ятарлă пĕлӳ сертификатлисем çеç пулнине пĕлтернĕ. Ачасен пултарулăх керменĕсем те çуллахи кану вăхăтĕнче активлă ĕçленĕ.  Ачасене хушма пĕлӳ паракан учрежденисенче пурĕ 25 пин шăпăрлан хăйсен тавра курăмне ӳстернĕ.  Чăваш Республикин Ĕç министерствине 2017-мĕш çул валли ачасен çуллахи канăвĕ усăллă ирттĕр тесе халех йĕркелӳ ĕçĕсене пуçламаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Вăл ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май, ачасем лагерьсенче хăюллă пулнине, вожатăйсем пирки  ырăпа ачасем аса илнине, паха апат-çимĕç çинине, кăсăклă мероприятисем иртнине курса ĕненнĕ.    Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников автомашина çулĕсем çинчи уйрăм ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Кăçал 7 уйăхра çулсем çинче авари пулнă тĕслĕхсен шучĕ сахалланни сисĕнет, çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем те чакни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Палăртнă тапхăрта пурĕ çулсем çинче  752 инкеке шута илнĕ. 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 13,3 процент сахалтарах.  Çулсем çинче инкексем ытларах водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнишĕн, вĕсене хирĕçленишĕн пулса пыраççĕ. Паянхи пурнăç таппинче çулсем çинче видеосăнавсем пурри питĕ паха. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 270 пин водителе çул-йĕр правилисене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарма йышăннă. Ку енĕпе ĕçе малашне те çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Канашлăва пухăннисем шкул ачисем аслă тата вăтам шкулсене вĕренме кĕнин пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова аслă шкулсенчи бюджет вырăнĕсем çинчен пĕлтернĕ, 2016/2017-мĕш çулсем валли  10327  вырăн хатĕрленине каланă.  Паянхи çамрăксем пур-пĕрех ытларах Чăваш патшалăх университетне, ял хуçалăх академине тата ытти хăш-пĕр аслă шкулсене вĕренме кĕме çул тытаççĕ.   Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Хула кунне хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă.   Çак кун уявра Шупашкар хулин хисеплĕ çыннисене чыслама тĕллев лартнă.  Тĕрлĕ спорт уявĕсем иртĕç, концерт каçне Раççей халăх артисчĕ Олег Газманов илем кӳрĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласенче çулталăкăн çур çуллăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пĕтĕмлетес тапхăр пынине асăннă, пуласлăх валли муниципалитетсенче тĕллевсем тăратнине каланă. Канашлусенче ĕç кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене çеç сӳтсе явмалла мар, 2020-мĕш çул валли йышăннă комплекслă ĕçсем  çинчен те каласа хăвармаллине асăрхаттарнă. Муниципалитет программисем республика тата федераци программисемпе тӳр килнипе килменнине те çирĕп тĕрĕслесе пыма хушнă ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакнсене.   «Халăх ыйтăвĕсене пĕтĕмпех шута илмелле,  кашнине тулли хурав памалла», - тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Паянхи пурнăç таппишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту – пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси.  2015-мĕш çулта ФАПсем хута ярассипе йышăннă программа вĕçленнĕ пулнă, анчах та çынсем ыйтнипе 2017-мĕш çул валли тата та 50 ФАП хута яма палăртнă, 2018-2019-мĕш çулсенче хушма 50 ФАП çĕклесе лартасси те паллă. РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2016-мĕш çулта çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Минпромторга 3 млрд бюджетран пулăшу куçарма палăртнă, вĕсемпе васкавлă пулăшу паракан 1317 автомашина туянма тĕллев лартнă. Чăваш Республикине 13 машина килĕ. «Вăраха ямасăр çĕнĕ васкавлă пулăшу» республикăра проект вăй илет. Республикăри районсемпе хуласенче медицина учрежденийĕсем çĕнĕ автомашинăсемпе пуянланаççĕ. Енчен те çак çӳлерех асăннă 13 автомашина региона килсе çитсен, пирĕн учрежденисенче васкавлă пулăшу памалли  машинăсем 93 процент çĕнелни те паллă.    Васкавлă пулăшу памалли машинăсем çук мар, анчах та кăлтăксем те тупăнсах пыраççĕ.  Калăпăр, çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Етĕрнере халăхпа тĕл пулнă самантра районти тĕп больницăра ĕçлекенсемпе Шупашкарти перинаталь центрĕ килĕшсе ĕçлменнине пăшăрханса пĕлтернĕ çынсем.  Михаил Игнатьев ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, айăплисене явап тыттарма каланă.   Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ача çуратакан амăшне больницăна илсе çитерессипе йышăннă алгоритма пăснине каланă.  Михаил Игнатьев районти тĕп больницăра ĕçлекенсем патне, уйрăмах тĕп бухгалтер пирки çăхава сӳтсе явма каланă.  Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕх тупса палăртсан, явап тыттармалла тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ.   Хула, район кунĕсене муниципалитетсенче  уявсене çав тери хисеплесе çӳллĕ шайра ирттерме тăрăшаççĕ, анчах та пур çавăн пек хăш-пĕр хула, район ертӳлĕхĕсем ыйтăва пачах та вырăнтан хускатмаççĕ. Калăпăр, Çĕрпӳре, Улатăрта хула кунне паха ирттернĕ, кăтартуллă, çав вăхăтрах Етĕрнере вара урамри тирпейлĕх çине те тимлĕх уйăрман вырăнти пуçлăхсем. Информаци ушкăнĕсене ертсе пыракансене, кашни ыйтăва тĕплĕн пăхса тухмаллине, çирĕп мерăсем йышăнмаллине каланă республика Ертӳçи Михаил Игнатьев.   «Халăх пире шанасси - эпир пĕрле килĕшсе ĕçленичен пĕтĕмпех килет»,  - тенĕ канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.       



15 августа 2016
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter