Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ хула кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ хула кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Çак кун хăнасемпе пĕрле вĕсем Çĕрпӳре хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса тухнă, пултарулăх ĕçĕсемпе паллашнă. «Мобильлĕ авто пĕчĕк хула» лапамра Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева «Хĕвеллĕ хула» 7№-лĕ ача садĕнче ĕçлекенсемпе шăпăрлансем кĕтсе илнĕ. Ача сачĕн ертӳçи  республика Пуçлăхне, Правительство ертӳлĕхне кăçал çулла ача садне çакăн пек мобильлĕ автогородок куçарса панишĕн тав тунă. Çак ĕçе «2013-2020-мĕш çулсенче транспорт тытăмне аталантарас тата ачасене урамра çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнтарас» Чăваш Республикин Патшалăх программипе килĕшӳллĕн  хута янă. «Хальхи ачасем çул-йĕр правилисене çирĕп вĕренсе пыраççĕ. Хăйсене паянхи пурнăç таппинче те çулсем çинче тыткалама хăнăхаççĕ», - тенĕ вăл. «Çĕрпӳ  - ĕçченсен хули» уяв концерчĕ пынă вăхăтра, Михаил Игнатьев вырăнти халăха тата пухăннă хăнасене Çĕрпӳ хулине 427 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламланă.  Республика Пуçлăхĕ Çĕрпӳ çыннисене ĕçчен пулнишĕн ырланă, йăла-йĕркене, историне упранăшăн тав тунă.  Тăван çĕре, тăван тавралăха хисепленишĕн мухтанă.  Аслă ăру çыннисене çитĕнекен яш-кĕрĕме тĕрĕс çул çине тăма, паха опыта вĕрентсе хăварнăшăн уйрăммăн тав сăмахĕсене каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çулсерен ырă енне улшăнса пынине, çирĕппĕн малалла кайнине пĕлтернĕ.  Муниципалитетра пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ пысăк пултăр тесе, кашни çын пысăк тӳпе хывнине палăртнă.  Хулан малашлăхра тата та çĕнĕ çитĕнӳсем пулассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă.  Яланхиллех ĕçре хастарлăхпа тата çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнă ачасене патшалăх программипе килĕшӳллĕн, хваттер уççине парса чысланă. Çак кун уяв ячĕпе пухăннă ентешсене Çĕрпӳ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева,  Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин саламланă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле  сумлă хăнасем чăвашсен, тутарсен, вырăссен, армянсен, грузинсен, узбексен, итальянецсен апат-çимĕçĕпе сăйланнă. Ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев муниципалитет курăмлăн аталанса пынине пĕлтернĕ журналистсене. Хулара демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннине, социаллă сфера вăй илсе пынине, пурăнмалли çурт-йĕрсем те тăтăшах хута кайнине асăннă вăл.  Тĕплĕнрех   



15 августа 2016
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter