Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă. Юваново ял поселенийĕнче республика Пуçлăхĕ çĕнĕ çул саракан лаптăкра строительство ĕçне хакланă, кунта тăрăшакансемпе тĕл пулнă, тăван тавралăха тирпейлĕ тытса пырас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  «Пĕрле ĕçлесе пурăнмалла» халăх программи экономикăна вăй илтерсе пырать, агропромышленноç пайĕ те кирлĕ пек аталанать. Ял халăхĕ лайăх пурăнтăр тесе тăрăшатпăр.  Ялсем ырă енне улшăнса пыни, çынсен кăмăл-туйăмне çĕклет. Вĕсен тата та лайăхрах ĕçлес килет», - тенĕ вăл. Ирçери ял урамне сарма пĕтĕмпе 2 млн 300 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал муниципалитетра тата 8 ял тăрăхĕнче çĕнĕ çулсем сарма тĕллев лартнине пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин.  Ялти хисеплĕ çын  Николай Павлов, юлашки çулсенче республикăри ялсенче калама çук питĕ пысăк ĕçсем пурнăçланнине,  тăван тавралăх ырă енне улшăннине пĕлтернĕ.  «Çамрăксен урамĕнче  хальхи вăхăтра çĕнĕ çул сараççĕ. Кунта яш-кĕрĕм, çамрăк çемьесем пурăнаççĕ.  Вĕсенчен нумайăшĕ, патшалăх программипе килĕшӳллĕн, хăтлă хваттерсем хута янă. Çамрăксем яла юлни – паха», - тесе палăртнă Николай Павлов. «Сарнă çул ял халăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.   Эпир, Сире куншăн пысăк тав сăмахĕсем калатпăр.   Эсир ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те улшăнса ан тăтăр тесе хытă тăрăшатăр.    Пирĕн паян пĕтĕмпех пур: çĕнĕ ача сачĕ, шкул, ФАП, асфальт сарнă çул», - тесе сăмаха малалла тăснă ялта пурăнакан Надежда Сытина.  Ял тăрăхĕнче предпринимательлĕхе те аталантарма условисем çителĕклĕ.   15 çул каялла, Александр Васильев предприниматель мангал тата шампур калăплакан производство хута янă пулнă, паян вĕсен таварĕ Раççейĕпех саланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев производство базипе кăсăкланнă, чăннипех те çамрăксем яла ĕçлеме юлнине курса ĕненнĕ.  Етĕрне хулинче çĕнĕ микрорайонпа паллашнă, кунта пурăнакансемпе курнăçнă. Вырăнти халăх хăй вăйĕпе ачасене вылямалли ятарлă тĕлте ача-пăча хатĕрĕсене вырнаçтарнине пĕлтернĕ.  Çамрăксен урамĕнче кăçал утă уйăхĕнче ачасене выляма ятарлă вырăн хатĕрленине пĕлтернĕ муниципалитет ертӳçи Владимир Кузьмин. Çĕнтерӳ паркĕнче тата ытти вырăнсенче те ачасене савăнма çителĕклĕ хатĕрсем пулнине асăннă.  Микрорайонсенче халăха валли пур условисем те пур. «Ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтарни паха», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем – нумай хваттерлĕ çуртсенче вĕри шыв пулманни,  аслисем валли спорт хатĕрĕсем çукки.  «Муниципалитета аталанса пыма республика хыснинчен укçа-тенкĕне вăхăтра куçарса панă.  Вырăнти ертӳлĕхĕн пулăшусемпе тухăçлă усă курма пĕлмелле.  Халăхăн та пур ĕçе те кӳлĕнмелле. Тавралăх тирпейлĕ пултăр тесен, çынсен хăйсен те витĕм кӳме тăрăшмалла. Йывăç-тĕмсем, чечексем лартмалла. Ун чухне тавралăх тата та куçа илĕртĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хула урамĕсемпе утса иртнĕ çемĕн, хăнасем урамра илемлĕх хуçаланманнине курса ĕненнĕ. «Паянхи кун та урамсенче  ватă, тирпейсĕр киосксем лараççĕ.  Çӳп-çапа вăхăтра пуçтарманни сисĕнет. Кун пек объектсене пĕтермелле. Халăхăн муниципалитет ертӳлĕхĕ хăйсемшĕн тăрăшнине туймала», - тенĕ  Михаил Игнатьев. Çак кун вырăнти ертӳçĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Муниципалитет ертӳçи Владимир Кузьмин районăн социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пынине палăртнă.  Кăçалхи çул производство калăпăшĕ хăпарнă - 112 процентпа танлашать.  Аш-какай тирпейлекен предприятийĕн ӳсĕмĕ чакни пур-пĕрех сисĕнет.  Районта усă курман çĕр лаптăкĕсем чылай, пурĕ 4454 га шута илнĕ, вĕсенчен 2220 га пусă çаврăнăшне те кĕртме ĕлкĕрнĕ.   Юлашкисене 2017-мĕш çулта кĕрхи çĕртме туса пĕтерессине пĕлтернĕ Владимир Кузьмин.  Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн халăхран пухăнакан укçа вăхăтра куçса пыманнине, çынсем сӳрĕк взноса пуçтарнине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Енчен те асăннă кăтартупа республика 70 процента çитнĕ пулсан, Етĕрнере вара 35 процент çеç.  «Халăх тавралăхра тирпейлĕх хуçалантăр тесе тăтăшах ыйтусем çĕклет, анчах та хăйсем вара витĕм кӳрессишĕн тăрăшмаççĕ», - тесе каланă «Березка» микрорайонта пурăнакансене Михаил Игнатьев. Патшалăх программисем пирки халăха вăхăтра ăнлантарса памалла, укçа-тенкĕ еплерех тăкакланса пыни çинчен те пĕлтерсех тăмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Калаçу вăхăтĕнче ял хуçалăхне аталантарас, шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлес ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Паллă кун, республика Пуçлăхĕ муниципалитет активĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă, малашлăх валли лартнă тĕллевсем пирки калаçнă.

  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин доклад тунă. Вăл районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 203,3 млн танлашнине каланă. Кăçал муниципалитетра нумай хваттерлĕ 15 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме палăртнине пĕлтернĕ. Районăн ЖКХ парăмĕ пуçтарăннă, вăл халлĕхе 21 млн çитнĕ.  Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 27 процент пысăкрах пулни курăнать.    Владимир Кузьмин районта икĕ хуçалăх хăмла лартса çитĕнтернине асăннă, халлĕхе вĕсен лаптăкĕ 37 га çитнине пĕлтернĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви пулăшу парсан, хуçалăх тата та икĕ хут нумайрах çак ĕçе йĕркелесе тăратма шантарать.   Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх лайăх аталаннине асăннă, вĕсем патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе туллин усă курнине каланă.

 РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче вĕренӳ пайне аталантарассипе йышăннă патшалăх программисем пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Çитес вăхăтра регионта шкулсем хута каяссине палăртнă. «Ачасем тарăн пĕлӳ илччĕр тесессĕн сахал мар кирлĕ пек условисем туса памалла. Çак ĕçсене регион пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ. Ачасем спортпа туслă. Шанатпăр,  республикăра  вĕренӳ те, наука та, спорт та кирлĕ пек аталанса пырассине», - тенĕ сумлă хăна. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов Етĕрне районĕн пуласлăхĕ пысăк пулнине асăннă. «Муниципалитетăн йывăрлăхĕсене пирĕн пĕрле татса памалла, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ, пĕрле ĕçлесе пурăнмалла», - тесе чĕнсе каланă вăл. 

Чăваш Республикин республика бюджечĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки Чăваш Енĕн финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова тĕплĕн каласа кăтартнă.  Вăл муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ ӳснине пĕлтернĕ, 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 4,7 процент чухлĕ пысăкрах.  Республика тĕрлĕ пулăшăва района вăхăтра куçарса парать. Кашни тенкипе тухăçлă ĕçлесе пырассишĕн пурин те çине тăрса ĕçлемелле, ун чухне халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ тата та лайăхланса пырасси куçкĕретех пулĕ. Канашлăва пухăннисем тĕрлĕ ыйтусем хускатнă, вĕсене Михаил Игнатьев хуравланă. Ял хуçалăхне аталантарассипе тăрăшакансене уйрăммăн тав сăмахĕсем каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  РФ ял хуçалăх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов Чăваш Республикине  çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа килнĕ май, малашне те патшалăх енчен пулăшусем куçассине çирĕплетсе каласа хăварнă.  Михаил Игнатьев регионти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки чарăнса тăнă. Республикăра тракторсен завочĕ йывăрлăха кĕрсе ӳкнине пăхмасăрах, республикăра промышленноç прозводствин калăпăшĕ – 115 процент, ял хуçалăхĕн – 109 процентпа танлашать.  Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен те шалу укçин виçи ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Республикăра тăнăçлăха упрасси, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пырасси тĕп тĕллевсем шутланаççĕ. «Раççей Ертӳçи Владимир Владимирович Путин çĕршывра  лару-тăру пĕр тикĕс лайăх аталанса пытăр тесе хăй ирĕкĕпе йышăнусем тăвать. Пирĕн хамăрăн тăрăхра  йĕркесĕрлĕхе хуçаланма ирĕк памалла мар. Пурин те çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлемелле», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Çак кун сумлă хăнасем Хула уявне халалласа ирттернĕ мероприятисене те пăхса тухнă, тĕрлĕ куравсемпе паллашнă.   Ентешсене Етĕрне хулине 426 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламланă. «Хулан хăйне евĕр историйĕ, йăла-йĕрки, культури. Тăван хуламăра юратса пурăнассине шансах тăратпăр. Сирĕнтен кашни çын, муниципалитетăн сăн-пичĕ илемлентĕр тесе витĕм кӳрессине те ĕненетпĕр», - тенĕ уява пухăннă çынсене саламланă май Михаил Игнатьев.  «Хула малаллах ăнтăлать, туризм вăй илет», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Ертӳçи.

Уявра хастарăхпа, ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.   РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов вырăнти халăха ăшшăн саламланă.  В.И.Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ 90 çул  тултарнă ятпа  кунта тăрăшакансене республика Пуçлăхĕ тав тунă, малашне те ăнăçлă ĕçлеме вăй-хал суннă. «Физкультурник кунĕнче лашапа чупса ăмăртасси ку тăрăхра йăлара.  Раççейри 7 регионтан ăмăртăва хутшăнма хăнасем килсе çитнĕ.  Ку чи пахи», - тенĕ вăл.  Çĕршыв  шайĕнче çак завод хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе палăрнине асăннă Николай Малов. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хăйĕн саламĕнче лашапа чупса ăмăртасси – республикăн наци пархатарĕ пулнине асăннă.    Паян заводри ăратлă лашасем тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче тупăшни куçкĕретех. «Çĕршыври чи паха завод йĕркелессишĕн тăрăшмалла, ку пирĕн тĕп тĕллев», - тенĕ предприяти ертӳçи Роман Малов.  

 

 



15 августа 2016
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter