Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пухăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пухăвĕ иртнĕ. Сесси ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен проект пулнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин  2016 çулхи  республика бюджечĕ 4 млрд 340,2 млн ӳсессине пĕлтернĕ, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе кашни çулах бюджет укçи-тенкине хăпартса пыма тивнине палăртнă. Калăпăр, кăçал инвестици тăкакĕсем 5,8 млрд тенкĕ пулнă пулсассăн, ӳсĕм 13 процент.  Сессире депутатсем Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн территори  фончĕн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» калакан саккун проектне ырланă. Чăваш Республикин Пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн территори  фончĕн тупăш тата тăкак пайĕ 297,5 млн тенкĕ ӳсесси паллă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  Чăваш Республикин «Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси пирки калакан проектпа паллаштарнă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пухăва пуçтарăннă депутатсене саккун проекчĕсене тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнăшăн, регионта пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерме пулăшакан ĕç хучĕсемшĕн тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăмах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне Юрий Попова регионта социаллă ыйтусене татса парас ĕçре мĕнпур депутатсене пĕр чăмăра пухса кирлĕ пек йышăнусем туса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырланă, республикăра влаç уçăмлăн ĕçленине,  Раççей Правительствипе тачă çыхăну тытса  пынине те палăртнă.   Уçă Правительство хаклавĕ тăрăх, Чăваш Республикин бюджечĕ çĕршыври чи тухăçлă ĕçленкеннисенчен пĕри пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  2016 çулта республика хыснине 16 млрд федераци бюджетĕнчен 0,1 процентлă бюджет кредитне 900 млн  явăçтарма пултарни те çакнах çирĕплетет.    Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра тăтăшах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнине, инфратытăм çĕнелсе пынине каланă.  Чи пысăк ĕçсенчен пĕри – шкулсем хута яма федераци хыснинчен пулăшу илме пултарни. Халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парасси – патшалалăх политикин приоритечĕ шутланать. Калăпăр, ЖКУ тарифĕсем, апат-çимĕç тавар хакĕсем  ӳснине кура, сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кӳме республика хыснинче укçа-тенкĕне 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 34 процент ытларах пăхса хăварнă.  Михаил Игнатьев республикăра бизнеса аталанса пыма та питĕ меллĕ пулнине палăртнă, условисем çителĕклĕ тенĕ.  Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе  2016 çулта Чăваш Республики 85 субъект хушшинче хисеплĕ  6-мĕш вырăна тухнă, маларах пирĕн регион 9- мĕшĕнче тăнă пулнă.  Ку хутĕнче республика Ертӳçи çитес çывхарса килекен суйлав ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Халăх авăн уйăхĕнче суйлавра РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлĕ. «Тĕрлĕ влаçри çынсен тĕллевĕ - суйлава ирттерме тивĕçлĕ условисем йĕркелесе парасси.  Суйлавçăсен, паллах, ĕçлеме пултараканнисене хакласа, тĕрĕс йышăнусем туса хăвармалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Суйлав саккунпа килĕшӳллĕн, таса иртмелле. Пулас депутатсен Чăваш Ен Правительствипе тачă çыхăну тытса, регионта пурăнакансен пурнăç ырлăхĕшĕн саккуна пăхăнса  тухăçлă ĕçлесе пымалла», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне республика Ертӳçи Михаил Игнатьев.

 



17 августа 2016
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter