Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă

 


Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă, производство кооперативĕсен ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă,  вĕсем тирпейлесе кăларакан таварсен пахалăхне курса ĕненнĕ. Палăртса хăваратпăр, «Молцентр» производство кооперативĕ 2014 çулта ĕçлеме пуçланă. Унăн ĕç тăвакан директорĕ Минсихат Хайртдинов.  Предприяти ĕне сĕтне Каçал енпе Элĕк районĕнче пурăнакансенчен кашни кун  ятарлă хакпа пуçтарать. Палăртма кăмăллă, мĕнпур тавартан кашни 5-мĕш литрĕ республика тулашĕнче вырнаçнă организацисене ăсатăнать.  Кăçал çур çулта пĕтĕмпе 14236 тонна сĕт тирпейлесе кăларнă.  Çак кун республика Ертӳçи Михаил Игнатьев «НУР» производство кооперативĕнче те пулнă.  Организацийĕн ертӳçи Айрат Заргиров хăйĕн сăмахĕнче кулленех вĕсем сĕте Каçал енпе Йĕпреç тăрăхĕнче пурăнакансенчен илсе килнине пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне Тутарстан Республикинчен те тавара çителĕклĕ илсе килеççĕ. Вĕсем те тирпейленĕ сĕте республика тулашне ăсатма тăрăшаççĕ. Кăçал пĕрремĕш çур çулта предприяти пурĕ 8708 тонна сĕт тирпейленĕ, тупăш 185 млн танлашнă.   Пурлăхпа техника базине тирпейлессипе те çине тăрсах ĕçлеççĕ. Патшалăх грантне 5,26 млн тивĕçнĕ, укçа-тенкĕпе сĕт турттарма ятарлă техника туянма палăртса хунă. Предприяти ертӳçисемпе регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашланă май, пуласлăх пирки те сӳтсе явнă. «Кооперативсен пĕр чăмăра пухăнса ĕçлеме тăрăшмалла, пысăк рынока тухмалла. Халăхран пуçтарăнакан сĕт пахалăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ лартнă тĕллевсем пурнăçа туллин кĕрсе пынине пĕлтернĕ. Кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ.  Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем, çул-йĕр сарас, шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлес, ял хуçалăхне аталантарас ыйтусем тавра пупленĕ.  Муниципалитет активĕпе пĕрле республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки пăхса тухнă, малашлăх валли тĕллевсене палăртнă. Канашлăва уçнă май, регион Ертӳçи Каçал енĕн пуласлăхĕ пысăккине, кунта пурăнакан çынсем хастар та хăюллă, тăван çĕре, тăван тавралăха юратнине асăннă.   Уйрăмах ял хуçалăх пайĕнче ырă улшăнусем пулса иртнине каланă. Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем: вĕрентĕве, спорта, культурăна, сывлăх сыхлавне аталантарасси. Кун пирки те палăртнă канашлăва пухăннă хăнасем. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин доклад тунă.   

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 1-мĕш тĕлне муниципалитетăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ  кăçал  277,8 млн танлашнă, харпăр хăй тупăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2,4 процент чухлĕ пысăкрах.  Районта тыр-пула акса хăварнă лаптăкран 80 процентне пухса кĕртнĕ. Чи лайăххи – муниципалитетра усă курман çĕр лаптăкĕсем пачах та çукки.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агробизнес пайне ытларах инвестици явăçтарма сĕннĕ. «Раççей Правительство шайĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Ытларах та ытларах çĕнĕ рыноксене тухма тăрăшмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Районта чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Изамбаевский» ТМЯО Чул Хулара регистрациленнĕ. Унăн сăлтавĕ те паллă - предприяти ертӳçи Вадим Агамирян тĕрĕслев органĕсем çине-çине тĕрĕслени вĕсен аталанăвне чăрмав кӳнине палăртать. Калăпăр, налук служби икĕ çул çурă тапхăрта пĕтĕмпе 16 тĕрĕслев ирттерме хăйнă. Палăртнă ыйтупа тĕплĕн пăхса тухма хушнă республика Ертӳçи.  Паянхи куна районта 6 шкулта тĕпрен юсав ĕçсене йĕркеленĕ. Чи пахи – авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элпуç тăрăхĕнче çĕнĕ шкул хута кайни. Харăсах çак шкула 165 ача пĕлӳ илме килесси те паллă.  Районта çурт-йĕр ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен пĕрре те кая мар пулнине палăртнă муниципалитет ертӳçи.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче уйсенче ытларах кĕрхи культурăна акса хăварассипе ĕçлемеллине каланă. Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Ольга Ланцова районта ĕçсĕр халăх шучĕ сахал пулнине, çынсем ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн шалу укçисене илсе пынине палăртнă. Кăлтăксем пирки те чарăнса тăнă, районта усал эрехе саккунсăр майпа халăх патне илсе çитерни. «Ягуар» ТМЯО республикăри лавккасене эрехе илсе çитерет, суя ĕç хучĕпе çынсене тивĕçтерет.  «Йĕрке пăснисене вăхăтра тупса палăртмалла, явап тыттармалла», - тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  Чăваш Республикин республика бюджечĕ пирки ытларах калаçнă. Вăл каланă тăрăх, кăçал республика бюджетĕнчен муниципалитет хыснине 220,8 млн куçнă.  Укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăçлă усă курма чĕнсе каланă.

 Паянхи канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районăн информаци ушкăнĕн ертӳçи Петр Краснов  тухса калаçнă. Районти сумлă ватă Петр Баринов, республика ертӳлĕхне муниципалитета пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă, ФАП уçас ĕçе витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Ĕçре хастарлăхпа тата çитĕнӳсемпе палăрнисем яланхиллех патшалăх наградисене тивĕçнĕ.  Михаил Игнатьев халăхăн ыйтăвĕсем çине хуравсем панă.  Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, район çыннисене ĕçчен пулнăшăн, тăван тавралăха, çĕре хисепленĕшĕн тав тунă. «Палăртма кăмăллă, республикăра ача çураласлăх ӳсет, нумай çул пурăнакансен йышĕ те палăрмаллах хăпарса пырать.  Пирĕн тĕллев – регионта социаллă политика лару-тăрăвне çирĕп тытса пырасси», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



17 августа 2016
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter