Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ пулма тин çеç уйăрса лартнă çынсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ пулма тин çеç уйăрса лартнă çынсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ  пулса ĕçлекен Юрий Садовников, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика Партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн, ĕç тăвакан комитет ертӳçи Дмитрий Щепелев хутшăннă.  Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче суйлав тапхăрĕ хĕрӳ пынине палăртнă.   Чăваш Республикинче влаç органĕсенче ĕçлекенсем суйлав уçăмлă ирттĕр тесе пĕтĕмпех кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшнине каланă. Маларах, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕсем Юрий Садовниковпа Дмитрий Щепелев пулнă, вĕсем хăйсен ирĕкĕпе çак комиссирен тухма ыйтнă.  Вĕсене ку таранччен тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн республика Ертӳçи тав тунă.   Халĕ вĕсен вырăнне çĕнĕ пайташсем суйланнă.  Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин Общество палатин Аппарат ертӳçи Татьяна Николаенко, тепри  - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика Партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн, ĕç тăвакан комитет ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Анастасия Глушкова. Вĕсене Михаил Игнатьев ĕçе пĕлсе, яваплăха туйса, саккуна пăхăнса  ĕçлесе пыма сĕннĕ. «Эпир хамăра шаннă ĕçе тӳрре кăларма тăрăшăпăр, çирĕп ĕçлĕпĕр» - тенĕ Татьяна Николаенко.  Дмитрий Щепелев республика Пуçлăхне çамрăксене ĕçлеме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Юрий Садовников хăйĕн сăмахĕнче Татьяна Николаенко  Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ пулни, республикăра влаçра тăрăшакансем обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçленине çирĕплетет тенĕ. Александр Цветков суйлавччен шăпах та пĕр уйăх тăрса юлнине аса илнĕ. Комисси членĕсем пур те пулнине,  суйлавра кашни сасă пысăк пĕлтерĕшлине палăртса хăварнă вăл. Тĕплĕнрех



18 августа 2016
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter