Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти чи ăста специалистсене, çитĕнӳсемпе палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă

 Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти чи ăста специалистсене, çитĕнӳсемпе палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă. Чи малтан, пухăннисене çывхарса килекен Шупашкар хулин уявĕ ячĕпе саламланă. «Шупашкар - çĕршыври чи хăтлă тĕп хуласенчен пĕри. Кунта лайăх пурнăç валли пĕтĕмпех пур, Атăл пейзажĕсен илемĕ, ырă социаллă климат, çирĕп тата çынсен ырлăхĕшĕн лайăхлансах пыракан инфратытăм», - тесе каланă вăл. Хисепе тивĕçнисенчен пĕри – 1 №-лĕ çăкăр заводĕнче чуста çăракан  пулса ĕçлекен Мая Печкова.  Вăл 30 çул ытла çак предприятире тăрăшать, Шупашкарта пурăнакансен килĕсенче сĕтел çинче яланах тутлă шăршлă çавра çăкăр пултăр тесе вăй хурать. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе килĕшӳллĕн, Раççей Федерацийĕн  апат-çимĕç индустрийĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята панă.  Шупашкарти электроаппарат заводĕнче станоксен операторĕ пулса ĕçлекен  Геннадий Михайлова, РФ тава тивĕçлĕ машиностроителĕ ята панă. Геннадий Сергеевич заводра 34 çул ĕçлет. Хăйĕн ăсталăхне çитĕнекен ăрăва, çамрăк специалистсене вĕрентсе пырать.  Раççей Президенчĕн Тав çырăвне Шупашкарти коммерципе апат-çимĕç технологи техникумĕнчен вĕренсе тухнă шеф-повар Александр Гониашвили тивĕçнĕ.   Вăл Раççей шайĕнче, ют çĕршывсенче ирттернĕ конкурссенче пĕр хуччен çеç мар çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ.  Владимир Данилов РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службипе халăх хуçалăхĕн академийĕн Шупашкарти филиалĕнче тăрăшать. Ăна Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден медальпе чысланă. Вăл 40 çул наука ĕçне хисеплесе парăнса ĕçленĕ, çамрăксене тарăн пĕлӳ парассишĕн тăрăшнă, чылай наука тата методика ĕçĕсен авторĕ шутланать, Шупашкарта РАНХИГС йĕркелесе ярассинче пуçаруçă пулса тăрать. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вăй хуракан Надежда Иванова Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçлĕ пулнă. Надежда Иванова Раççейре 12 хуччен чемпион ята илнĕ, СССР чемпионĕ,  полиатлон енĕпе тĕнчере чемпион  пулнă, 20 çул ытла çамрăк яш-кĕрĕме пысăк спорта тухма витĕм кӳрет.  Хисепе тивĕçнисем хушшинче «ЭКРА» предприятире вăй хуракан Владимир Наумов тата ыттисем те, вĕсен шучĕ пурĕ 25 çын.  «Пурне те чун-чĕререн, уйрăмах сире паха специалистсене, паянхи торжествăлла мероприятине килнисене, тав сăмахĕсем калатăп.  Паянхи патшалăх наградисем – сирĕн çитĕнĕвĕрсене çирĕплетеççĕ. Тăван хуламăра юратнишĕн, тавах сире. Пĕрле тăрăшса ĕçлесен малашне тата та пысăк çитĕнӳсем тăвассине шансах тăратăп. Шупашкарта пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ тата та çӳллĕ шая ӳсессине те ĕненетĕп», - тенĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.  «Пирĕн ĕçе пысăк хак панăшăн савăнатпăр, малашне тата та лайăхрах ĕçлессишĕн тăрăшăпăр», - тесе пĕлтернĕ наградăна тивĕçнĕ Геннадий Михайлов. 



18 августа 2016
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter