Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительствăн чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата инкексене сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Правительствăн чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата инкексене сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Республика Ертӳçи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнче Напольное ял тăрăхĕнче сысна африкан чуми чирĕпе аптранине тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Çавна пула, вăл тăрăхра ятарлă карантин пулнине,  ăна пула хушу кăларнине, унпа кĕрешме Оперативлă штаб йĕркеленине асăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев яваплă службăсене пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлеме хушнă.  «Пирĕн пур ĕçе те çирĕп йĕркепе туса пымалла, инкексенчен пурин те сыхă пулмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Профилактика ĕçĕсене çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттермелле.  Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов   хăйĕн сăмахĕнче ятарлă комисси йышăннине, пур яваплă службăсенчен те представительсем пулнине каланă. Кун пек йывăр тĕслĕх  Сергей Скворцов уйри кабансенчен (сыснасенчен)  килнине пĕлтернĕ, хальхи вăхăтра асăрхануллă пулмаллине палăртнă, сикекен хăрушă чир (чума) пирки халăха анлăн ăнлантарса памаллине асăрхаттарнă. Уйрăмах асăннă ыйтăва ял поселенийĕсен пуçлăхсен хытă тимлĕх уйăрмалла.   Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев  çак яла выльăхсене илсе килме те илсе тухма та чарнине пĕлтернĕ, кашни сысна шутра пулнине каланă.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сыснасене хуçалăхра тĕпрен пĕтерме палăртнине, вĕсен вырăнне тăкакшăн çынсене пулăшупа тивĕçтерессине палăртнă. «Кун пек йышăну туни – ыттисене инкеке лекессинчен пăрса хăварать», - тенĕ вăл.  Паянхи Правительство комиссийĕн ларăвĕнче выльăхсен сибирь (çĕпĕр) язви чирĕ пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă.

 



18 августа 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter